Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Культура çуртне газ çитнĕ

Сĕнтĕрпуç ялĕн Культура çуртне газификацилесе пĕтерессине ял халăхĕ пит чăтăмсăррăн кĕтнĕрен пулĕ, çак ятпа ирттернĕ уява та йышлă халăхпа пĕр туслă çемьери пек паллă турĕç. Палăртмалла, клуб учрежденийĕсене модернизацилессипе республикăра анлă программа «ĕçлеме» тытăнчĕ. Газификацилленĕ объект та çак ĕçĕн пĕр пайĕ пулса тăчĕ темелле.

Культура çуртне тÿрремĕнех газ ярас ĕçе «Маяк» ООО, уйрăммăн палăртсан, Н. Герасимов бригади пурнăçланă. Çакăншăн сĕнтĕрпуçсем асăннă коллектива, «Чувашсетьгаз» организацин Сĕн-тĕрвăрринчи Ю. Челеверов ертсе пыракан филиал участокне, çавăн пекех район пуç-лăхне А. Шумова чунтан тав тума манман.

Ял çыннисем хăйсем те, пĕрлĕхлĕ ĕçе нимелле тума хăнăхнăскерсем, айккинче юлман. Тĕслĕхрен, культура учрежденийĕн котельнăйĕн тăррийĕ Михаил Соловьевăн, Николай Федотовăн, Александр Андреевăн тăпăл-тăпăл ĕç аллисемсĕр витĕнмен. Строительство ĕçне, тĕпрен илсен, шăтăк чавма Денис Андреев, Артем Соловьев, Андрей Федотов, Вячеслав Семенов, Василий Васильев хастар хутшăннă. Ырми-канми ĕçчен Римма Николаевна Карпова вара котельнăйăн стенисене штукатуркăпа витнĕ.

Сĕнтĕрпуçсен тепĕр ушкă-нĕ, Николай Клементьевран, Михаил Анисимовран, Михаил Соловьевран тăраканскер, клубри ăшăту системине хута янă.

Халăха кирлĕ объекта хăйсен тăрăшăвĕпе çĕнетни, газификацилесе «çамрăклатни» культура пурнăçне татах та пуянлаттăр, чаплăлантартăр çеç.

Культура çуртне газификацилес ĕçре унăн ертÿçин, тĕлĕнмелле пуçаруллă та пултаруллă Галина Васильевна Соловьеван тата Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕн М. Михайлован тÿпи те çав тери пысăк. «Ĕçĕ çав вĕсен», – теме пултарĕ хăшĕ-пĕри, ку тĕлĕшпе мĕнлерех чăрмавсем витĕр тухма тивнине чухламанскер. Газификацие клуба кĕскерех çулпа илсе çитерме пултарни вырăнта ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме пултарнине çирĕплететех пулĕ.

Тахçантанпах кĕтнĕ уява чыслăн паллă туса ирттерес ĕçре Сĕнтĕрпуçĕнчи пĕтĕмĕш-ле пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективĕ (сăмахран, З. Вострова, Н. Тихонова, Т. Александрова тата ытти учительсем) активлăх кăтартнине палăртать ялти культура «вучахне» тытса пыракан Г. Соловьева. Вĕсемсĕр пуçне М. Павлова повар, С. Чалкова, Г. Чалкова, О. Ларионова, С. Клементьева, М. Николаева, Е. Борисова, Н. Львова та хăйсен тÿпине хывнă. Л. Кудряшова, А. Федорова пăсланакан шÿрпине пĕ-çернĕ. Çапла, каллех пĕрлехи вăйпа уяв сĕтелне те, халăха савăнтармашкăн концертне те хатĕрленĕ.

И. НИКИТИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
31 марта 2008
00:00
Поделиться