Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрлăхĕ те çителĕксĕр, пахалăхĕ те çукрах

Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров республика территорийĕнче усă курман ялхуçалăх çĕрĕсем пач пулмалла маррине уççăнах палăртрĕ. Çĕре "ĕçлеттерме" пултарайманни районсенчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсем хуçасăрла хуçаланнине тÿрремĕнех асăнчĕ вăл. Апла пулсан, çĕрпе тухăçлă усă курас тĕлĕшпе правительство районсенчен малашне çирĕп ыйтĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕн ялхуçалăх çĕрĕсене "тутлă ыйхăран вăратма" çăмăлах килмĕ. Микро- тата макроэлементсемпе чухăн çĕрсене, республикăн ытти районĕсемпе танлаштарсан, куç хывакан сахал. Çавах та укçа хывма килĕшекен инвесторсене тупмаллах, унсăрăн хамăр тăрăхри çĕрсене хамăр вăйпа "ĕçлеттересси" чылайăшне иккĕлентерет. Иртнĕ çулсенчи тĕслĕхе тĕпе хурса хакласан тупăннă инвесторĕсемпе йĕркеллĕ ĕçлесе каясси те иккĕлентермест мар темелле. Ара, Мускав инвесторĕсем пирĕн районпа ĕçлеме хăтланкаласа пăхрĕç, тивĕçлĕ эффективлăх туйманран хăпрĕç. Хăшпĕр пуçлăхсем çирĕплетнĕ тăрăх, район вĕсенчен уссине илсе юлма пурпĕрех ĕлкĕрнĕ, мĕншĕн тесен ялхуçалăх çĕрĕсен чиккисене официаллă майпа палăртса документсем хатĕрлес ĕçе вĕсен укçи-тенкисĕр пурнăçлама йывăр килетчĕ-мĕн.

Апла-и е капла, анчах та шанчăклă инвесторсем шыраса эпир ыранхи çураки тĕлне, сас-хура тăрăх, паян Санкт-Петербурга çитрĕмĕр пулать. Çурçĕр бизнесменĕсем-и е ыттисем районта çурхи акана тивĕçлĕ шайра ирттерме мĕнлерех пулăшнине, паллах, асăрхаса тăрăпăр. Пулăшăвне пама ĕлкĕрччĕр çеç. Ара, çуракийĕ "сăмса айне" çитсе тăчĕ те темелле-çке.

Хальлĕхе вара, "Россельхозцентр" ФГУ филиалĕн Сĕнтĕрвăрринчи уйрăмĕ (унчченхи вăрлăх инспекцийĕ реорганизаци хыççăн çакнашкал ятпа çÿрет халĕ) пĕлтернĕ тăрăх, акмалли кондициллĕ вăрлăх шайĕ 72 процентпа кăна танлашать. Нарăс уйăхĕренпе çак кăтарту пĕр вырăнта "тапăртатса" тăни хуçалăхсенче вăрлăха сортласси те, çĕнĕ вăрлăхсем туянасси те пурнăçланманнине палăртать.

Асăннă 72 процентăн виçи центнерпа илсен пĕртте пысăк мар - 3902 центнерпа çеç танлашать. Кăçал 3000 гектар акма 9940 ц вăрлăх хатĕрлеме планланă пулсан, хальхи вăхăт тĕлне 5400 центнер, урăхла каласан, кирлĕ вăрлăх виçин 58 : кăна пур. Районти нихăш ялхуçалăх предприятийĕ те вăрлăх хатĕрлемелли плана тултарайман. А. Г. Николаев ячĕллĕ ОООн кăтартăвĕ çеç ыттисенчен пысăкрах - 87:, чи пĕчĕкки "Бичуринский" СХПКан - 23:.

Вăрлăх кондицие ларманни ытларах вăл тĕрлĕ хутăшсемпе çÿпĕленнипе (26: чухлĕ) çыхăннă. Ун хыççăн шăтаслăхĕ япăххи, нÿрĕ пулни тата ытти те витĕм кÿреççĕ.

Çÿплĕ вăрлăха тасатса кондицие çитерме пулать, паллах, анчах та çапла майпа кондицилĕх шайне ÿстерме каллех пĕр-ик хуçалăх çеç шанчăк парать. Вĕсенчен пĕри - "Рассвет" ООО. Ытти çулсенче кунта вăрлăха сортлас ĕçе çуракиччен чылай малтан пуçăнатчĕç, кăçал кал-кал пулсах пымасть, ĕçе пикенеймен-ха. Пур вăрлăха çĕнетме те майсем сахалрах-мĕн.

А. Г. Николаев ячĕллĕ ООО та укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе çĕнĕ вăрлăхсем туянма тытăнса тăрать. Шухăш-кăмăлĕ пур, тен, тĕллевне пурнăçа кĕртме май тупатех. Хальлĕхе вара кунта урпапа вика запасĕ çеç пур темелле.

Хăй вăхăтĕнче вăрлăх ха-тĕрлессипе ĕçленĕ "Звезда" СХПКра вăрлăх репродукцине тытса пыма тăрăшаççĕ, анчах та кунта чылай хушă пĕрешкел ялхуçалăх культурисем "хуçаланаççĕ", тĕпрен илсен - урпа та тулă.

Юрать, иртнĕ çул вĕçĕнче "Восток" СХПК 55 тонна элитлă урпа вăрлăхĕ туянчĕ. Аса илтерер, вăрлăха специализациллĕ хуçалăхсенчен туянсан патшалăх тÿлев тăкакĕн пĕр пайне субсиделесе саплаштарать.

"Кугеевский" СХПК та, ертÿçи асăннă тăрăх, сĕлĕ вăрлăхне хуçалăхсен хушшинчи улăштару майĕпе кÿрсе килме планлать.

"Октябрьский" СХПКан та, агрономĕ палăртнă тăрăх, шухăш-тĕллевĕсем çук мар, анчах укçа çукки ура хурать.

"Бичуринский", "Аксарин-ский" хуçалăхсенче те лару-тăру хальлĕхе чаплах мар.

Аванланма ĕлкĕрĕ-и вăл çурхи акана тухиччен. Тата мĕнле майпа. Акăнман çĕрсен лаптăкне пĕчĕклетме пултарăпăр-и кăçал... Ыйтăвĕсем пайтах. Вĕсене татса парасси еплерех пурнăçланни, уçăмлăн каласан, район ху-çалла ĕçлеме пултарнине е хальлĕхе хал çитерейменнине кăтартĕ.

И. НИКИТИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
24 марта 2008
00:00
Поделиться