Хамăр вĕрентекенсемпе мухтанатпăр
Кăçал ку ăмăртăва эпир, шкул ачисем те, кайса курас терĕмĕр, ара, хамăрăн вĕрентекенсене хавхалантармалла-çке. Пире пур команда та питĕ лайăх выляни тĕлĕнтерчĕ. Пурте малти вырăна тухас тесе тăрăшрĕç. Анчах та хамăр вĕрентекенсем вылянине курса эпир савăнса кăна лартăмăр. Питĕ маттур выляççĕ вĕсем. Ытти командăсемпе танлаштарсан, вĕсен икĕ арçын çеç пулнă пулсан та никама та парăнмарĕç. Çивĕч кĕрешÿре Шуршăл командипе тупăшса иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Пирĕн вĕрентекенсен вылявĕпе пурте кăмăллă юлчĕç кăна мар, тĕлĕнчĕç те, мухтарĕç те. Хĕрарăмсем хушшинче чи лайăх вылякана пирĕн вĕрентекенсенчен суйлани те савăнтарчĕ. Вăл - чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Ирина Альбертовна Васильева пулчĕ.
Пирĕн вĕрентекенсем ĕçре те пултараççĕ, спортра та маттур. Эпир вĕсемпе чăнахах та мухтанатпăр.
А. ВАСИЛЬЕВА,
А. ВАСИЛЬЕВА.
Хуракасси шкулĕ.