Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕр пин тĕрĕ çурчĕ

Нарат Чаккинче пурăнакан Нина Александровна Михайловапа эпир ăнсăртран тенĕ пек паллашрăмăр. Курасса ăна эпĕ тахçанах курнă-ха, анчах çывăх паллашма тÿр килейменччĕ. Паян вара пирĕн юрлă-шывлă çула пĕрле та-кăрлатмалла пулса тухрĕ. Çавăн чухне пĕлтĕм те ĕнтĕ вăл тĕрĕ ăсти пулнине. Кĕрсе курмасăр, паллах, чунăм чăтаймарĕ.

Вĕсен килне пырса кĕрсен хăвна асамлă тĕнчене лекнĕн туятăн. Ара, кунта тĕрĕ-эрешсĕр пĕр япала та çук-çке. Акă, тĕпел кукринче илемлĕ - чечеклĕ ал шăлли. Малаллла иртсен, стенасем çинче - тĕрĕ-картинăсем. Çывăрмалли пÿлĕмри минтерсем вара куçа илĕртеççĕ çеç мар, вĕсене тытса курмасăр пăрăнса та каяймăн. Пукан-тенкел çине витмеллисене те, урайне сармаллисене те Нина Александровна хăй аллисемпе çыхнă. Ларса е ура ярса пуссан çакăнти чечексене лапчăтса ватасран хăратăн.

- Мăнкун çитнĕ валли пĕтĕмпех сарса хуратăп-ха, халь çунă-ха вĕсене. Ачасем кун пек япаласем модăра мар теççĕ пулсан та, манăн чун тĕрĕ патнех туртăнать. Кашни тĕрри, йăлли мĕн çинчен те пулин калать тесе шухăшлатăп эпĕ. Пусăрăнчăк кăмăл чухне эрешсенче те темле хуйхă палăрать, чĕрере савăнăç пулсан вара тĕрĕсем те йăл кулнăн туйăнаççĕ. Çакă вăл ĕçе чунтан парăнса, юратса тунинчен те килет пулĕ, - шăкăлтатса калаçрĕ пирĕнпе вашават хĕрарăм

Нина Александровнан Турă панă ăсталăхĕ йăхранах пырать. Ятарласа çак пултарулăха вăл ниçта та вĕренмен.

- Пĕчĕк чухне, ас тăватăп, анне шăтăкла çыхатчĕ, эпĕ вара унпа юнашар тĕрлесе лараттăм. Манăн пĕрремĕш ĕç - тĕрленĕ пĕчĕк сăмса тутри. Анне ун чухне, "Хĕрĕм, мĕншĕн матери ыйтмарăн, тĕррÿ ытла та хитре пулса тухнă-çке санăн", - тенĕччĕ. Ку мана, паллах, хавхалантарнă, çĕнĕрен те çĕнĕ тĕрĕсем эрешлеме тытăнтăм.

19 çулти Нина чипер яша Анатолие савать. Икĕ юратакан чĕре туй туса пĕрлешеççĕ. †ненетĕр-и, ĕнеместĕр-и - ун чухне Нинăна 12 çĕре тĕрленĕ ал шăлли çактарнă. ¤на туй парни теççĕ. Çаксене пике пĕчченех эрешленĕ!

"¤çтан тупать-ши тĕррисене ку хĕрарăм." - текен ыйту çуралмарĕ-и сирĕн, вулакансем. Хуравне алĕç ăсти хăех пачĕ,

- Хам пуçран шухăшласа кăларнисем те чылай. Хăнана е ĕçке кайсан мĕнле те пулин илемлĕ ÿкерчĕк курсанах вĕсене ÿкерсе илме тăрăшатăп. Ытти районсене кайсан та çавах. Акă, кăна, тĕслĕхрен, Вăрмара кайсан ÿкерсе килнĕ, - стена çумĕнчи картина çине тĕллесе кăтартать Нина Александровна.

Мĕнле вăхăтне çитерет-ши тĕрĕçĕ. Ара, мăшăрĕпе пĕрле картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ вĕсем, çу-каçа пахчара тăрмашаççĕ.

- Ачасем пĕчĕк чухне кăнтăрла ларма вăхăт пачах та çитместчĕ. Каçхине вĕсене çывăрттарса яраттăмччĕ те юратнă ĕçе пикенеттĕм. Вара ывăнса çитнине те, хуйха-суйха та манса каяттăм. Санаторисене кайсан та тĕрĕсемпех аппаланаттăм.

Мăшăрĕпе вĕсем ултă ача çитĕнтернĕ. Шел пулин те, Михайловсен çемйине йывăр хуйхă пырса çапнă. Темшĕн-çке инкек куçа курăнса килмест. Икĕ ачи çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлса кайса амăшĕпе ашшĕ чĕрине яланлăхах амантса хăварнă. Çапах та тивĕçлĕ канури Нина Александровнапа Анатолий Михайлович парăнма хăнăхман. Вĕсем хуйхине хăйсен юратнă ĕçĕсенче пусарма тăрăшаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ, акă, паян та аллине тĕрĕ кăшăлĕ тытнăччĕ, "Тăван Атăл" журнал çинчи пирĕштие эрешлесе татăк çинче чун кĕртетчĕ.

Чăваш çĕрне "...çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ" тесе ахальтен каламан. Нина Александровна килĕнчех вĕсем, ав, пине те çитеççĕ. Турри сывлăхне кăна ан шеллетĕр, вара вĕсен çурчĕ те çĕр пин тĕрĕллĕ пулĕ.

Е. ТИХОНОВА .



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
24 марта 2008
00:00
Поделиться