Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăван ялăм

Тăван тавралăх... Эпĕ çуралса ÿснĕ вырăн вăл – Иккĕмĕш Чураш ялĕ. Мĕнпе тыткăнлать-ха вăл мана. Хăйĕн хитре урамĕсемпе, пÿрчĕсемпе, çырма-çатрасемпе тата нумай-нумай йы-вăçсемпе. Аякран килекен çыншăн пирĕн ял вăрман пек курăнса ларать.

Ĕлĕкрех пирĕн ялта шкул пулнă, хальхи вăхăтра эпир Шĕнерпуç ялне çÿретпĕр. Çавăн пекех ялта лавкка пур. Унта хуçалăхра кирлĕ япаласем сутаççĕ. Тахçан лаша, сысна витисем пулнă теççĕ. Анчах та эпир вĕсене ас тумастпăр. Клуб çурчĕ пур, хальхи вăхăтра вăл ĕçлемест. Ялта тăватă урам, Туçи, Турикас, Малтикас тата Кайрикас. Кашни урама çырма урлă каçмалла. Пур урамĕн те, çырмин те хăйĕн историйĕ. Ял çырма-çатрапа питĕ пуян, анчах та пĕр урамран тепĕр урама çÿреме каçăсем çукки кулянтарать. Пире, çамрăксене, вăл нимех те мар-ха, анчах та ялта ытларах ватăсем пурăнаççĕ, вĕсене питĕ шел.

Пурăнман çуртсем нумайланса пыни чуна ыраттарать. Хальхи вăхăтра пурнăçа çăмăллатас шутпа нумай вăй хураççĕ пуçлăхсем. Яла газ кĕртсе пачĕç, лавкка патне çити асфальтлă çул сарчĕç. Çакăн пек лайăх пулăмсем ял халăхне чунтан савăнтараççĕ.

Çак ялта çуралса ÿснишĕн савăнатăп. Питĕ килĕшет мана Иккĕмĕш Чураш.

А. ВАСИЛЬЕВ, Шĕнерпуç шкулĕнче.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 февраля 2008
00:00
Поделиться