Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пенси ыйтăвĕсем тавра

Пирĕн районта сакăр пине яхăн пенсионер пурăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ категориллĕ çăмăллăхçăсем шутланаççĕ. Аслă ăрури çынсене пенси ыйтăвĕсем яланах кăсăклантараççĕ.

Ара çĕршывра пенси реформи пурнăçа кĕрсе пынă май ку тĕлĕшпе нумай çĕнĕлĕхсем пулса иртрĕç-çке, вун-вун тĕрлĕ çĕнĕ саккун ĕçлеме пуçларĕ. Тепĕр чух вĕсене пĕлсе те çитерейместĕн. Тата уйăхсерен паракан пенси укçин виçи те улшăнать, вăл тапхăр-тапхăр хушăнать. Çак çĕнĕлĕхсем çинчен районти Пенси фончĕн управленинче ĕçлекенсем халăха пĕлтерсех тăма тăрăшаççĕ, вĕсем ку тĕлĕшпе час-часах тĕрлĕрен ял поселенийĕсене тухса çÿресе çынсемпе тĕлпулусем ирттереççĕ, çавăн пекех район хаçачĕ урлă та пенси ыйтăвĕпе çыхăннă вăл е ку саккун пирки тĕплĕн ăнлантарса пама тăрăшаççĕ.

Кунсăр пуçне республикăри Пенси фончĕн уйрăмĕнче ĕçлекен специалистсем ятарласа района килсе уйрăм граждансене йышăнассине йĕркелеççĕ. Акă, иртнĕ ытларикун кăна Сĕнтĕрвăррине шĕкĕр Шупашкартан Чăваш Республикин Пенси фончĕн уйрăмĕн управляющи çумĕ Галина Дмитриевна Минина, пенси парассине палăртас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Татьяна Николаевна Лисицина тата халăхпа ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ Инна Михайловна Петрова килчĕç. Вĕсем пирĕн районти Пенси фончĕн управлени пуçлăхĕн Г. Мокинан ĕç пÿлĕ-мĕнче вун-вун пенсионера йышăнчĕç. Кăнтăрла иртсен вара Шупашкартан килнĕ хăнасем Октябрьски тăрăхне çул тытрĕç. Кунти вырăнти ял администраци çуртĕнче пенсионерсене харпăрхăй ыйтă-вĕсемпе йышăнчĕç. Çакăн пек тĕлпулусен усси пурах çав. Çакна Октябрьски тăрăхĕнче пурăнакансем уйрăмăнах палăртрĕç.

С. КУЛИГИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 февраля 2008
00:00
Поделиться