Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Парнеллĕ ăшă кĕпе чунне ăшăтнă

Чунпа ырă, сывă, ĕçчен пулса çын хăйне нумай енчен пулă-шать. Çав шутра – хăйĕн ĕмĕрне тăсма та. Ку тĕлĕшпе тĕслĕх шырама инçе каяс çук, мĕншĕн тесен вĕсенчен пĕри пирĕн хушăрах, тĕрĕсрех, Cĕнтĕрпуç ял поселенине кĕрекен Пуснаркассинче пурăнать. Вăл – 94 çулхи Татьяна Романовна Павлова. Çак çула вăл нумаях пулмасть, кăрлачăн 20-мĕшĕнче çеç ярса пуснă.

Çак хушăра тинтерех кăна тенĕн вăл ачалăхпа çамрăклăхăн анлă сукмакĕпе хастаррăн чупнă, çапла май такăрлатнă малаллахи пурнăç çулĕпе те пуçа усмасăр утнă, ватлăхра ачи-пăчисенче хÿтлĕх тупнă. Кĕскен каласан, пурнăçа чыслăн пурăнса ирттернĕ. Çав чыслăх тени хĕрупраçранах аталанса, вăй илсе пынă. Çемьери тăватă хĕр, тĕпрен илсен, ашшĕпе ÿссе çитеннĕ. Юратнă амăшĕ ытла та вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пулнă. Ялта çĕр валеçнĕ чух Татьянсен çемйине йĕркеллĕ лаптăк лекмен. Ара, çемьере хĕрачасем кăна пулнă-çке. Ыттисенчен катăк хăварас мар тесе, вĕсене юри тенĕн йывăç тункатасемлĕ чи япăх çĕр лаптăкне панă. «¤на пурпĕрех типтерлесе йĕркене кĕртеймĕ ку çемье», – тесех шутланă пулĕ ун чухне. Çапларах шухăшласа çĕр валеçекенсем йăнăшнă, паллах, мĕншĕн тесен ашшĕпе 4 хĕрĕ тункатасене алă вĕççĕн кăкласа тасатнă, çĕре кăпкалатса тырă акнă, тухăçне 11 михĕ таран пуçтарса илнĕ. Çемьешĕн çакă еплерех савăнăç пулни каламасăрах паллă. Çĕр тăрантарнă ĕлĕкхи хресчене, çавăнпа вăл пуриншĕн те темĕнрен хаклă, паха пулнă.

Хĕрсем мĕн ачаран йывăрлăхра пиçĕхсе çитĕннĕ. Пĕр хушă ашшĕсĕр пурăнма та тивнĕ вĕсен, çавах хуçăлман, тÿснĕ-чăтнă.

Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче çĕртен пач уйрăлман темелле Татьяна Романовна, мĕншĕн тесен мĕн тава тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван ялхуçалăх предприятийĕнче тăрăшнă, хисеп, чыс-сум çĕнсе илнĕ. Паян та хăйĕн çулĕсене пăхмасăр кил хуçалăхĕнче кăштăртатать, ара, унта унăн выльăх-чĕрлĕхĕ те, пахчи-сачĕ те пур-çке. Тата хăйне пулăшакансем – ывăлĕпе кинĕ. Пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем, мĕншĕн тесен ывăлĕ пенсие тухни те самай ĕнтĕ. Виçĕ мăнукĕпе, мăнукĕсен икĕ ывăлĕпе мухтанма пултарать Татьяна Романовна, вĕсем унăн тĕревĕ, малашлăхĕ, чунĕ.

94 çул юбилей мар пулин те, çак çула пурăнса çитекенсем пирĕн хушăра çав тери йышлах тееймĕн. Çавăнпа вĕсене сума суни темĕн пекех паха. Саламласа, ыр сунса ăшă сăмах пырса калани те ватăсен чунне сар хĕвел пекех ăшăтать. Акă, Татьяна Романовнăна та Сĕнтĕрпуç ял поселинийĕн администрацийĕ асăнмалăх парнепе хавхалантарнă, ăшă кĕпе тăхăнтарнă. Çакăншăн ватăн савăнăçĕ куççуль таранах пулнă. Çав тери хĕпĕртенĕ парнишĕн те, хăнисемшĕн те, вĕсен ыр сăмахĕсемшĕн те кинеми. «Тавах манманшăн, хисеп тунăшăн. Кĕпине вара хальлĕхе хывсах хурас пулĕ. Вараласран шикленетĕп-çке», – хыпаланма пуçланă вăл. Апла пулсан, Татьяна Романовнан пурнас çулĕсем малалла-ха. Парнеллĕ кĕпи татах та тăстăрччĕ унăн ĕмĕрне.

И. НИКИТИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 февраля 2008
00:00
Поделиться