Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Наркăмăшлă шĕвекпе «çăвăнас» марччĕ

«Ирех таçта чупать. Каллех кивçен укçа е эрех шырать ĕнтĕ. Эх, ачисене шел-çке, ашшĕ-амăшне пула выçăллă-тутăллă пурăнаççĕ. Мĕн-пур укçине те симĕс шĕвек туяннă çĕре яраççĕ. Тĕпренчĕкĕсем çинчен пĕрре те пулин шухăшласчĕ», – текен йывăр шухăш явăнчĕ ĕçе утакан Полинăн пуçĕнче.

Чунтан хĕрхенет ĕçке ярăннă çемьери ачасене çамрăк хĕрарăм. Ара, хăйĕн те ачалăхĕ телейлех пулмарĕ те. Ашшĕ чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕчĕ, амăшĕ хуйха пусараймасăр эрех черкки еннеле туртăнатчĕ. Йывăрччĕ ун чухне хĕрачана, ялти çынсенчен те намăсланатчĕ, çывăрмасăр йĕре-йĕре Турра кĕл тунă çĕрсем мĕн чул пулнине шутласа та пĕтереес çук. Халĕ ав кÿршĕре те çавăн пек тĕслĕх.

Патвар хул-çурăмлă, ĕçчен Леня хăй пекех маттур хĕре качча илсе телейлĕ пулать тесе шухăшлатчĕç пурте. Анчах каланă пек нихăçан та пулмасть. Юнашар ялти путсĕр те якăлти хĕре кăмăлларĕ çепĕç чунлă яш. Качча кайсан, ача çуратсан лăпланĕ-ха терĕ-ши. Чăн та, мăшăрлансан Эвелина мăнаç-ланса, урам тăрăх пуçне каçăртса уткаларĕ. Пĕрин хыççăн теприне виçĕ ача çуратрĕ. Ниçта кайса кĕрейми савăнăçчĕ Леньăн, ачисемшĕн шыва та, вута та кĕме хатĕрччĕ. Анчах шаннă кайăк йăвара пулмарĕ. «Сăмакун юхтарса сутсан самай тупăш тума пулать», – тесе упăшкине пĕр михĕ сахăр кÿрсе килме ыйтрĕ çамрăк арăм. Юратнă мăшăрне хирĕç-леймерĕ ар-çын. Малтанах ĕç кал-кал пынăн туйăнатчĕ, ăнсăртран кĕмсĕрт чипер кине ĕçекен упăшкисен арăмĕсем килсе тустарса, тем-тепĕр каласа хăртса хăваратчĕç, ылханакан та пурччĕ.

Çын куççулĕ çĕре ÿкмест çав. Леня ĕçрен килсен арăмне час-часах ÿсĕр асăрхама тытăнчĕ. Çакăнтанах вăрçă-тивĕç, харкашу та çапăçу пуçланчĕ. Арçын мăшăрне ĕçнĕшĕн ятлатчĕ. Арăмĕ вара, «Кичемлĕхе пусаратăп», – тесе кăна пуплетчĕ.Тарăхнипе Леня та пыр тĕпне йÿçĕ шĕвекпе чÿхеме тытăнчĕ. Пуçланчĕ вара çемьешĕн ахăр самана!

Хунямăшĕ пурăннă чухне уççăнах ĕçместчĕ-ха Эвелина. Вăл çĕре кĕрсен ăна ирĕк пулчĕ. Упăшкине ÿсĕр чухне çапса-хĕнесе пĕтерме те именсе тăмасть. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕхне, хур-кăвакалне, çĕнĕ чул çурт хăпартатпăр тесе хатĕрленĕ кирпĕч-не те, хăмисене те сутрĕç.

Ачисем пĕчĕкрех чухне аптрамастчĕç-ха, халĕ вĕсем те шкул çулне çитрĕç. Вĕсене тăхăнтартмах мĕн чул укçа-тенкĕ кирлĕ! Юрать кÿрши-аршисем хĕрхенеççĕ, ачисенчен пĕчĕкленсе юлнă тумтирĕсене параççĕ е хулари тăванĕсем кирлĕ мар çипуçне яла ăсатаççĕ. Яланах çын юлашкине тăхăнас килĕ-и-ха яш-кĕрĕм шутне кĕме пуçланă ачасен.

Шел пулин те, кун пек тĕслĕхсем пĕрре çеç мар, вĕсем кашни ялтах пур. Эрех пички ăшне путса çĕр çинче миçе пин çемье арканмасть пуль, миçе пин ача ашшĕ-амăш ăшшисĕр тăрса юлать тата. Шутласа та пĕтереес çук. А.Пушкин «Ылтăн пулă çинчен» хывнă юмахри пек нивушлĕ эпир те çĕмрĕк валашка умĕнче тăрса юлтăмăр. Сăлтавĕ мĕнре-ши. Çынсем ĕçсĕр аптраса ĕçмеççĕ-ши. Ара, вăйпитти арçынсем ниçта кайса чикейми, кĕлеткен пур па-йĕнчен те тапса тăракан вăй-хăватне хаяр шĕвекпе пусараççĕ-çке. Çак наркăмăшпа сăйланса шăнасем пек ÿксе вилеççĕ. Хĕрарăмсене тата мĕскер çитмест-ши. Нивушлĕ сĕм авалтан çирĕпленнĕ йăлапа чун тĕпренчĕкÿсемшĕн пурăнмаллине, ÿстерсе çын тумаллине манса пыратпăр. Тăванăмăрсем, çынлăха çухатса пымастпăр-и эпир. Кайран ăна тавăрма ытла та йывăр пулĕ. ¤ш-чик наркăмăшлă шĕвекпе «çăвăнма» тытăнсан унран хăтăлма ытла та хĕн пулĕ, çавăнпа та Турри çынна чăтăмлăх парнеленĕ, анчах пĕр пек валеçме пĕлеймен çав. Апла пулсан ăна хамăрăн шăратса туптама вĕренмелле, сĕннĕ эрех черккинчен пăрăнса кайма пĕлмелле. †мĕр сакки сарлака пулсан та ĕмĕрĕ кĕске, çавăнпа та ăна урă та çирĕп утăмсемпе такăр-латасчĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
01 февраля 2008
00:00
Поделиться