Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Манăн ĕмĕт

Мĕн-ха вăл ĕмĕт. Ĕмĕт вăл – çын шухăшĕ япăх-и е лайăх, пурнăçлантăр тесе шутлани. Çав ĕмĕт патне вара вăл пĕтĕм вăйран талпăнни.

Çак тĕнчере пур çыннăн та хăйĕн ĕмĕчĕ пур. Пĕчĕк ачасен те, аслисен те, ваттисен те тĕрлĕрен тĕллев. Кам сывлăхлă та телейлĕ пуласшăн ĕмĕтленет, кам чипер те пуян пуласшăн... Пĕр сăмахпа каласан, пурин те ĕмĕчĕсем тĕрлĕрен.

Пĕчĕк ачасенчен, «Эсĕ кам пуласшăн.» – тесе ыйтсан вĕсем час-часах е космонавт, е банкир, е президент, е шофер пуласшăн пулнине палăртаççĕ.

Çамрăк хĕр лайăх каччă тупса çирĕп çемье çавăрасшăн, юратнă çынран ачасем çуратасшăн, çав вăхăтрах карьера пирки те манса каясшăн мар.

Ватăсем хăйсен ĕмĕчĕ çинчен палăртсах, «Сывлăх пултăр, кăштах пурăнасчĕ-ха, мирлĕ пурнăç пултăр ачасен», – теççĕ. Çапла вара, пĕр çыннăнах темиçе ĕмĕт те пулать иккен.

Манăн та çутă ĕмĕт пур. Чи пĕрремĕшĕ вăл – тăван шкула лайăх паллăсемпе пĕтерсе тухма тăрăшатăп. Ун хыççăн алла лайăх професси илсе çĕршывшăн усăллă çын пулма шутлатăп. Манăн çывăх çынсем ан чирлеччĕр, мирлĕ пурăнччăр, нихăçан та вăрçă ан пултăр тесе ĕмĕтленетĕп. Усал çынсен усал ĕмĕчĕсем нихăçан та ан пурнăçланччăр.

Яланах хĕвел хĕртсе пăхтăр. Хĕвел пек çутă ĕмĕтсем пурнăçланччăр. Çутçанталăк, çынсемпе çынсем, çынсемпе чĕрчунсем пĕрле мирлĕ килĕштерсе пурăнасса шанса тăратăп.

М. ЕФИМОВА, Шĕнерпуç шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
01 февраля 2008
00:00
Поделиться