Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ

Хуракасси шкулĕнче вĕренекен Карапаш ачисен ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ хамăр ялтах пулса иртрĕ. Ытти çулсенче те пулнă-ха кун пекки.

Анчах кăçал çав тери тĕлĕнмелле пулса иртрĕ ку тĕлпулу. Чи малтан шкул пурнăçĕпе директор çумĕ Н. Батракова тĕплĕн паллаштарчĕ. «Кăçалхи çул «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн шкула хими кабинечĕ килчĕ», – пĕлтерчĕ Нина Титовна. Ытти кабинетсенче те çĕнĕлĕхсем нумай, интерактивлă доскапа усă кураççĕ, компьютерсемпе уроксем ирттереççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен çакăн пек ыйту пулчĕ, «Президент грантне илме тăратнине илтнĕччĕ Хуракасси шкулне. †çсем мĕнле пыраççĕ.» Н. Батракова ку ыйту çине тĕплĕн хуравларĕ, ĕçсем малалла пыни çинчен, кашни вĕрентекен куншăн яваплине пĕлтерчĕ.

Малалла класс ертÿçисем çĕнĕлĕхсемпе интерактивлă доскапа усă курса паллаштарчĕç. Ку хăйне еверлĕ презентаци пулчĕ. Учительсем тухса каланинчен шкул ачисем çулла пахчара ĕçлесе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннине, cтоловăя тĕпрен çĕнетнине пĕлтĕмĕр. Пирĕн ялти ачасем Хуракасси шкулĕн пурнăçне активлă хутшăнаççĕ. Г. Алаева, К.Оливанов, C. Ефремов, С. Мартьянов тĕрлĕ олимпиадăсенче палăрнă.

¤шă тĕлпулăва учительсен коллективĕ Ф. Павловăн «Судра» комедийĕ тăрăх спектакль лартса панипе вĕçлерĕ. Ашшĕ-амăшĕсем кăмăллă юлчĕç.

Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе О. ЕФРЕМОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
01 февраля 2008
00:00
Поделиться