Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

«106 çула çитсен те хĕрĕмпе уйрăлассăм килмест»

Ыран кăрлачăн 31-мĕшĕ тенĕ кун Çичĕпÿрт ял урамĕн ансăр сукмакĕпе çак ялта кăна мар, районта та пурăнса ирттернĕ çулĕсемпе чи аслă хĕрарăм шутланакан Анна Михайловна Максимова çурчĕ умне аран çеç çитсе тухрăм темелле. Юлашки эрнесенче юр вăйлă çунăран урам анлăшĕпех хулăн шур кавир витĕннĕ. Кун пек чух урам çулĕсене туххăмрах уçасси проблемăллă. Вăл ансăррине пăхмасăрах ку урамра хăйĕн анлă ĕмĕрĕпе мăнаçланма пултаракан кинеми пурăнать. Анна Михайловна кăрлачăн 31-мĕш кунне хăйĕн чăн çуралнă кунĕ тесе шутлать. Апла пулсан, шăпах иртнĕ кĕçнерникун вăл 106 çул тултарчĕ.

Ватлăхра ăна пăхса пурăнакан Лида хĕрĕ те амăшĕн çуралнă кунĕ чăннипе кăрлачăн 31-мĕшне лекнине çирĕплетет. Çакна уйрăммăн палăртма, акă, мĕн хистерĕ, паспорт çине çырнă чух Анна Михайловнан çуралнă кунне мартăн 12-мĕшĕ тесе палăртнă-мĕн. Хĕрĕ вара амăшĕ çуралнине ĕнентерекен чăн куна чиркÿ кĕнекинче шыраса тупнă. Çавăнпа Максимовсен çемйи хăй те, ял-йыш та, вырăнти поселени администрацийĕ те Анна Михайлов-нăна çуралнă кунĕпе пуш уйăхĕнче мар кăрлачра саламлама хăнăхнă. Тепĕр тесен, 106 çулта пулсан та кинемин ăс-тăнĕ ăмсанмалла çирĕп темелле, иртнине пит аван астăвать. Ахăртнех, хăйĕн çуралнă кунĕ хăçан пулнине вăл никамран тĕрĕс пĕлет.

Шутласан, пĕр ĕмĕр ытла çут тĕнчене курни, унпа киленни пире, çамрăксене, çав тери кăсăклă пек те туйăнать. Кашни кун, эрне, уйăх, çул вăл – хăйне май истори. Мĕн чухлĕ событи пулса иртмест пулĕ çак хушăра. Анчах та пурнăç тепĕр чух еплерех тулланине, лăсканине куратăн е тÿссе ирттеретĕн те çĕр çул ытла пурăнма Турри ан хуштăрах тетĕн.Турри вăл, паллах, пирĕнпе кала-çасшăн, пире ыррине кăна парасшăн, шел, эпир ăна курасшăн, туясшăн та мар. Хăйне туякана, илтекене вара вăл пур енлĕн пулăшма тăрăшать. Çавăн пеккисен шутĕнче, ахăртнех, тăрать те Анна Михайловна Максимова.

Унăн тепĕр Турри вăл – кĕçĕн хĕрĕ Лида. Вăл амăшне çак таранччен пĕчĕк ачана пăхнă пек упраман пулсан кинеми, тен, ĕмĕрне хальхи пек ĕмĕрлеймĕччĕ. Тем тесен те, Лидия Герасимовна Максимова пек ачасем паян сайра. Хăй 45 çулта чухне вăл хуларан яла амăшне пăхма куçса килнĕ. Тĕрĕссипе каласан, ăна вăл малтан та пулăшусăр хăварман, кашни канмалли кунсенчех яла васканă. Паян вăл хăй те 70 çултан иртнĕ хĕрарăм, апла пулин те яланхиллех амăшне юратса, ăнланса, типтерлĕ пăхать. Кун пек пăхаканран камăн уйрăлса каяс килтĕр пулĕ. Çавăнпа та Анна Михайловнаран, «Пурăнса ывăнтăм», – тенине халиччен никамах та илтмен. «Çук, хĕрĕмрен манăн пач та уйрăлас килмест», – те-ейрет çеç вăл. Пурăнас кăмăлĕ пур-ха унăн, чĕри çирĕп, çак таранччен давлени ÿснипе аптăраса курман. Юлашки çулсенче ÿксе аманни çеç уткаласа çÿреме чăрмантарать. Унччен малтан вăл кил хуçалăхĕнче кăштăртаткаласах çÿренĕ, 100 çулта чух час-часах вăрмана чупнă, йывăç хатĕрленĕ хушăрах çутçанталăкпа киленнĕ.

Пуçа усакан хĕрарăм пулман Анна Михайловна. Çамрăк чухне вăл хастарлăхĕпе, cавăклăхĕпе палăрнă. Хăйне темĕнле йывăр килсен те çакна палăртма хăнăхман. Акă, çемье çавăрнă чух ăна упăшкин малтанхи икĕ ачине пăхса ÿстересси те шиклентермен. Ун чухне асли 3 çулта, кĕçĕнни вара 6 уйăхра кăна пулнă. Çамрăк хĕр вĕсене тăван амăшĕ пекех пăхать, каярахпа çемье йышĕ хутшăнать, Герасим мăшă-рĕнчен тата 3 ача çуралать. Юратнă упăшки Аслă Отечествăлла вăрçа тухса кайнă чух кĕçĕн Лида хĕрĕ амăшĕпе виçĕ çулта юлать. Мăшăрĕ юнлă çапăçусенчен пĕринче пуç хурсан хĕрарăмăн мĕн тÿссе ирттерме тивнине пĕр Турри кăна пĕлнĕ пулĕ, çавах та хуçăлман Анна Михайловна. Ачисене ÿстернĕ, окопсем чавма та çÿренĕ, колхозра арçын вырăнĕнче тăрăшнă. Çук, кĕрепле, cенĕк йăтакан пулман вăл, суха тумалла – сухапуç тытнă, ытти чухне ялан тенĕнех лавпа çÿренĕ, арçынсен ĕç участокĕнче пулнă. †мĕрĕ унăн йывăр ĕçре, ялхуçалăх производствинче иртнĕ пулин те пурнăçа юратни, организм çирĕп пулни тата кăткăслăхсенче пиçĕхни хĕрарăма вăрăм ĕмĕр парнеленĕ те, ахăр.

«Тăнĕ, чăн та, тĕплĕ», – палăртаççĕ Лида хĕрĕпе кÿршĕре пурăнакан З. Елкина, кинеми патне тăтăшах каçса лараканскер. «Акă, вăл е ку япалана ăçта хунине хушăран часах манатăп. Анне вара çавăнта хуратăп тесе каларăн вĕт сăмахĕсемпе аса илтерет», – каласа парать 70 çулхи хĕрĕ. «Ял мĕнле пуçланса кайнине, унта еплерех çынсем пурăннине тата ытти нумай япалана та аван астăвать кинеми. Йăлт каласа парать пĕрле пупленĕ чух. ¤с-тăнĕ çирĕп ĕнтĕ, сывлăхĕ кăна юлашки çул хавшама тытăнчĕ. Тепĕр чух пит йывăрланса çитет темелле, анчах темле майпа каллех çав-рăнса каять. Турри пурăнтарасшăн-ха пулас ăна», – тет ĕмĕр тăршшĕпе вырăнти ялхуçалăх предприятийĕнчи сысна ферминче тăрăшнă кÿршĕри Зина аппа.

Апла пулсан пурăнăрах, Анна Михайловна! Çичĕпÿртри ытти ватăсем Сирĕнтен тĕслĕх илччĕр, ара, унашкаллисем кунта сахалах мар. Акă, Варвара Ивановна Героева (халĕ вăл паллă летчик ывăлĕпе Çĕрпÿ районĕнчи Кăнар поселокĕнче пурăнать) чипер пулсан, кăçалхи çу уйăхĕнче 100 çулхи юбилейне паллă тумалла. 90 çулăн каçалăкĕнчен иртнисем те йышлă. Сăмахран, Терентий Парамонович Дверенин çулĕпе те, пултарулăхĕпе те районта та, республикăра та палăрчĕ. Паян та – ĕçре, пултарулăх шыравĕнче.

Пĕтĕмлетсе каласан, Çичĕпÿрт ялĕ – хăйне май пултаруллă, историллĕ, аваллăх тымарĕпе пуян, таса, уçă ял. Тен, çавăнпа кунта ĕлĕкхи çыннисем те вăрăм ĕмĕрлĕ те ăста. Хальхи çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илсессĕн мĕн тери аван пулмалла!

И. НИКИТИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
01 февраля 2008
00:00
Поделиться