Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

ШКУЛСЕМ ПĔР-ПĔРИНПЕ ПАЛЛАШАÇÇĔ

“ВĔРЕНТŸ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри чылай шкул çĕнелчĕ. Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш гимнази те Чăваш Енри инноваци шкулĕсен хушшинче ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ, Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ. Çак укçа-тенкĕпе вĕрентÿ учрежденине чылай лайăхлатнă педагогсем. Çакнашкал пултаруллă шкулсем пирĕн республикăра кăна мар, ытти регионта та пур. Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш гимнази Тамбов облаçĕнчи Уварово хулинчи лицейпе туслă çыхăну йĕркеленĕ. Икĕ çул /пĕлтĕр тата кăçал/ регионти конкурсра çĕнтернĕ çак вĕрентÿ учрежденийĕ. Профиль вĕрентÿпе тата пултаруллă ачасемпе ĕçленипе те ыттисенчен уйрăлса тăрать вăл.

Икĕ çак шкул /Чăваш Енри тата Тамбов облаçĕнчи/ нумаях пулмасть видеоконференци ирттернĕ. Пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашнă вĕсем, сайт тата электрон почтин адресĕсемпе те ылмашăннă. Малашне те çакнашкал çыхăну тытма шантарнă шкулсем.



09 октября 2007
00:00
Поделиться