Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачаранах ĕçпе пиçĕхнĕ хĕрарăм

Карапаш ялĕнче 1935 çулхи çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче çуралнă Агния Семеновна Оливанова хăйĕн пурнăçĕ çинчен ытла калаçма юратмасть. Вăрçă пуçланнă тапхăрта савăнăçлă кунсем шутлă кăна пулнă. Телейлĕ ачалăхпа савăнăç вырăнне хĕрачан пĕчĕклех ĕçе кÿленме тивнĕ.Фронтра хыпарсăр çухалнă ашшĕне амăшĕпе тăватă пĕртăван яланах кĕтнĕ.

Пулас мăшăрне Агния Семеновна кÿршĕрех тĕл пулнă. Пиччĕшĕпе туслă пулнă Николай 19 çулхи çамрăк хĕре качча вăрласа каять. Агния Семеновна хастар та сăпайлă пулни, ĕçрен хăраманни каччăна килĕшнĕ. Çамрăк мăшăр тĕп килтен тухса кил-çурт çавăрнă, хĕрпе ывăл çуратнă. Анчах çемье пурнăçĕпе нумай савăнса пурăнайман Агния, вăтăр урлă каçсан икĕ ачапа тăлăха тăрса юлнă.

Ачисене пĕчченех ура çине тăратнă хĕрарăм, çĕршыва юрăхлă çынсем çитĕнтернĕ. Шел пулин те: Петр ывăлĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлчĕ, амăшĕн чĕрине хуçса хăварчĕ.

Паянхи кун Агния Семеновна Люба хĕрĕпе пурăнать. 85 çулхи сумлă юбилейне нумай йывăрлăхсем витĕр тухнă вĕрçă ачи тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Ăна республикăри тĕрлĕ кĕтесрен çичĕ мăнукĕ, вунсакăр кĕçĕн мăнукĕ, йышлă тăван-пĕлĕшĕ саламларĕç, ырă кăмăлĕшĕн тав сăмахĕсем каларĕç.

О.СЛАВИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 июня 2020
16:20
Поделиться