Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çухалнă ачалăх

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатни 75 çул çитрĕ. Çакă вăхăтра вăрçăри салтаксем анчах мар, тылра пурăнакансем те самай асап курнă. Уйрăмах ачасене йывăр килнĕ. «Вăрçă ачисем» тетпĕр вĕсене.

Вĕсенчен пĕри - халĕ Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан Лидия Леонидовна Егорова.

Лидия Леонидовна 1930 çулхи кăрлач уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Вăта Пукаш ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Кăçал вăл 90 çул тултарчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул Лида вунпĕрте анчах пулнă-ха. Хăрушă вăрçă хĕрачан хаваслă ачалăхне туртса илнĕ. Унăн çамрăклах йывăр ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Пысăккисемпе пĕрле ир пуçласа каçченех колхоз уйĕнче тар юхтарнă вăл. Вĕренме те тăрăшнă. 1950 çулта Хуракасси шкулĕнче вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çамрăк хĕр Шупашкар хулинче бухгалтерсен курсне вĕренме кĕрет. Алла ĕнентерÿ докуменчĕ илнĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи кирпĕч завочĕнче ĕçлеме тытăнать. 1964 çулта Лидия Леонидовна Сĕнтĕрвăрри район ĕçтăвкомĕн укçа-тенкĕ шутне туса пыракан пайне ĕçлеме вырнаçать. Ку ĕçре ĕçчен хĕрарăм 64 çула çитиччен ĕçленĕ. Унпа пĕрле ĕçленисем халĕ те ăна манмаççĕ, ырă сăмахпа аса илеççĕ, çуралнă кунпа саламлаççĕ.

Лидия Леонидовна мăшăрĕ Самуил Егорович социаллă хÿтлĕх органĕсен тĕрлĕ пайĕсенче ĕçленĕ. Шел пулин те вăл пирĕнтен ĕмĕрлехех уйрăлнă. Вĕсем хĕрпе ывăл çуратса устернĕ.

Халĕ Лидия Леонидовна ывăлĕн çемйинче пурăнать, Людмила хĕрĕ ăна пулăшать. 90 çулта пулсан та пахча - çимĕç ĕçне тăвасшăн тапашланать, ал-ĕç тума юратать.

Лидия Леонидовнăн мăнуксем, пĕчĕк мăнуксем пур. Вĕсем нихăçан та кукамăшне, асламăшне манмаççĕ, час-час килсе савăнтараççĕ.

Ăна Тамара аппăшĕн ывăлĕсем Виталий, Леонид тата Евгений Кирилловсем питĕ хисеп-леççĕ. Май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.

Лидия Леонидовна – ырлăх-сывлăх сире тата вăрăм кунçул!

 

И. ПЕТРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
23 мая 2020
11:31
Поделиться