Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерансене –парне

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине уявланă кунсенче вăрçă ветеранĕсене, тыл ветеранĕсене тата мăшăрсăр юлнă хĕрарăмсене саламлама Сĕнтĕрвăрри районне волонтерсен десанчĕ çитрĕ. Десанта пирĕн тата Хĕрлĕ Чутай районĕнчи активистсем хутшăнчĕç.

Волонтерсем малтанах Меланья Петровна Заплаткина патĕнче пулчĕç. Меланья Петровна тыл ĕçченĕ, халĕ 96 çулта, çирĕп ăсра тата активлă. Унăн упăшки вăрçă участникĕ пулнă. Волонтерсем ветерана ăшшăн саламларĕç, парне пачĕç, пурте пĕрле «Катюша» юрă юрларĕç.

Анастасия Ивановна Моисеева патне те çитрĕç хăнасем, вăл Аслă вăрçă вăхăтĕнче истребительсен авиацийĕнче службăра тăнă. Татьяна Кирилловна Кириллова вара хĕç –пăшал ăсти пулнă. Иккĕшĕ те вĕсем халь 97 çулта, çапах та пĕтĕмпех астăваççĕ. Çапăçу саманчĕсене, юлташсене çухатнă пирки куляннине, çĕнтерÿ савăнăçне – пĕтĕмпех аса илчĕç шурă çÿçлĕ хĕрарăм – ветерансем. Волонтерсем вĕсене парнесем пачĕç, вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене юрласа ватăсене савăнтарчĕç.

Аслă вăрçă ветеранĕсем Илья Иванович Иванов, Михаил Александрович Александров, Всеволод Александрович Данилов, Михаил Яковлевич Яковлев тата концлагерьте пулнă Виталий Алексеевич Порицкий та тимлĕхсĕр юлмарĕç çав кун.

Сĕнтĕрвăрри район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Кузнецов тата «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕх ертÿçи С.Мастьянов Октябрьски салинче пулчĕç, вăрçăра вилнисене хисеп туса лартнă палăк умне те çитрĕç. Октябрьски ял хутлăхĕнче пурăнакан 22 ветеран тата тыл ветеранĕ патне уяв ячĕпе ăшă саламсем илсе çитерчĕç хăнасем.Кашни ветеран вĕсен аллинчен парне йышăнчĕ - апат-çимĕç пуххи, Çĕнтерÿ 75 çул тултарнипе ятарлă кăларнă курка тата «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕхĕн журналĕ.

Волонтерсем Шĕнерпуç хутлăхĕн депутачĕпе С.Архиповпа пĕрле вăрçă ветеранне Нина Илларионовна Истоминăна та саламларĕç, парнепе тивĕçтерчĕç.

«Сĕнтĕр Ен» ентешлĕх ертÿçи Сергей Мастьянов çак пархатарлă ĕçе тума пулăшнă Алексей Михайлова, Валера Михеева, Анна Новоселовăна, Наталья Девятыха тата Владимир Порфирьев усламçăна питĕ пысăк тав сăмахĕ каласа хăварасшăн, информациллĕ пулăшу панăшăн «DETKIDS» журнала та тав сăмахĕсĕр хăварасшăн мар.

П.ВАСИЛЬЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 мая 2020
15:39
Поделиться