Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ палăк уçрĕç

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрĕçинче нимç фашисчĕсене çапса аркатни 75 çул çитрĕ. Инçе пулин те, варçă ветеранĕсен йышĕ чаксах пырать. Урхас Кушкă ял хутлахĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче вăрçă ветерансене халалласа лартнă палăк чылаях хавшанăччĕ. Ял çыннисен çавна çĕнетес тесе, иртнĕ ял уявĕнче шухăш çуралчĕ. Укçа-тенкĕ енчен Урхас Кушкă ял администрацийĕ тăрăшрĕ, материалсемпе тивĕç терчĕ.

Илемлĕ те чыслă палăка хăпартса пуçтарса лартма Захарова Анастасия Александровна усламçă бригади тăрашрĕ. Вĕсемех йери-тавра Урхас Кушкă, Чăрăшкасси ялĕсенче илемлĕ хÿмепе тытса çавăрчĕç.

Тăваткал чулсене вара Орлов Иван Павлович мăнукĕ Разин Димитрий Владимирович тивĕçтерчĕ. Чулсене вырнаçтарса хума Кириллов Александр Владиславович, Егоров Евгений Михайлович, Алексейпа Ольга Сергеевсем, Сергейпа Ольга Архиповсем, Анрейпа Татьяна Королевсем хастар хутшăнчĕç. Ял çыннисем тав сăмахĕ калаççĕ çакăн пек илемлĕ те чыслă палăк туса панăшĕн.

Халĕ çĕнĕ палăк умĕнчен иртсе çурекен кашни çын çывăх тăванĕсен хушамачĕсене курсан чăннипех те савăнать, çамрăксем вара мăн аслашшĕсем пек паттăр пулма ĕмĕтленеççĕ.

 

Н. ВОЛКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 мая 2020
15:40
Поделиться