Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

«Çапла çĕнтертĕмĕр» сборник вăрçă паттăрĕсемпе тĕл пулма чĕнет

Кашни çын чĕринче, Тăван çĕршыв пурнăçĕнче Майăн 9-мĕшĕ пысăк та паллă вырăн йышăнать – Аслă Çĕнтерÿ кунне паллă тăватпăр. Кăçал Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитет. Çак паллă кун тĕлне Чăваш кĕнеке издательствинче «Çапла çĕнтертĕмĕр» сборник пичетленсе тухрĕ. Ăна В.Н. Алексеевпа В.В. Степанов пухса хатĕрленĕ тата редакциленĕ, художникĕ –Д.В. Литаврин.

«...Пĕтĕмĕшле илсе каласан пирĕн чăваш писателĕ-сем Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çинчен сахалах çырман. Вăрçăпа патриотизм теми пирĕн прозăра та, поэзире те хăйне тивĕçлĕ вырăн йышăннă... Вăрçă çинчен малтан сăвăсемпе поэмăсем ытларах çырчĕç.... Прозаиксем те начар ĕçлемен. Вăрçă кĕрленĕ вăхăтра та, ун хыççăн та», – çапларах палăртнă 1968 çулта пичетленсе тухнă «Вăрçăра» коллективлă сборникăн умсăмахĕнче. Çак сăмахсем çĕнĕ сборник шăнăрне те уçса параççĕ. Сăмах май каласан, çĕнĕ кăларăма хатĕрленĕ чухне те ку кĕнеке пысăк пулăшу кÿнĕ.

«Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан чăваш писателĕсен йышĕнчен 100 ытла çын фронта кайнă... Тăван литературăра ăсталăхпа та, пултарулăхпа та самай палăрнă М. Данилов-Чалтун, В. Бараев, В. Никитин (Василий Васькин), Е. Еллиев, К. Кольцов, А. Орлов, Хветĕр Çитта, А. Петокки, Н.Пиктемир, М. Ястран, И.Думилин çыравçăсем вăрçăран таврăнайман», – тесе çырать В. Степанов «Çапла çĕнтертĕмĕр» умсăмахĕнче. Çĕнĕ кăларăма Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче хастаррăн çапăçнă çыравçăсен калавĕсемпе сăввисем кĕнĕ. Фронт пурнăçне вĕсем хăйсен куçĕпе курнă, хайлавĕсене совет салтакĕн паттăрлăхне килес ăрусем пĕлччĕр тесе çырса хăварнă.

...Аслă Çĕнтерÿ çулĕнче Чăваш кĕнеке издательстви сĕнекен «Çапла çĕнтертĕмĕр» сăвă-калав пуххи вăрçă паттăрĕсемпе курса калаçни, ăшă тĕлпулу вырăнне пултăр вулакансемшĕн. Çапла пултăрччĕ!

Д. МОРОЗОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 мая 2020
15:41
Поделиться