Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Аттепе аннене тивĕçлĕ пулма тăрăшрăм

Эпĕ фронтовикпа тыл ветеранĕн ывăлĕ, вăрçă вăхăтĕнчи паттăр çынсенчен тĕслĕх илсе ÿснĕ çын. Çак çырура манăн, атте-анне шăпипе паллаштарса, вăрçăпа тыл паттăрĕсен шутĕнчи ытти çынсене тав сăмахĕсем калас килет.

Манăн атте, Иван Захарович ЗАХАРОВ 1918 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Çĕньял Упакасси ялĕнче çуралнă. Ачалăхпа çамрăк çулĕсене вăл колхозра ĕçлесе ирттернĕ, кунта лаша кÿлсе тĕрлĕ йышши груз турттарнă. Тĕслĕхрен, атте Çавал урлă кĕпер хывнă чухне те чылай вăй тăкнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине вăл 1942 çулта тухса кайнă. Атте тăшмана хирĕç 82-мĕш бригада тытăмĕн-че тăракан 62-мĕш артиллерин минометсен тинĕс бригадинче кĕрешнĕ. Виçĕ çул хушшинче атте чылай хулана тăшманран хăтарма пулăшнă, анчах Крымри çапăçусем вăхăтĕнче уйрăм паттăрлăх кăтартма пултарнă. Хĕрлĕ Çар хăтарнă Севастополь унăн чĕрине яланлăхах кĕрсе юлнă. Кунти çапăçусенче командовани приказĕсене тĕплĕн пурнăçланăшăн, паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн Социализмла Совет Республикисен Пĕрлешĕвĕн Аслă Президиумĕ ăна «Хăюлăхшăн» медальпе тивĕçтернĕ.

1944 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Кай Баш тăвĕ çумĕнче тăшман контратакăна çĕкленсен, Иван Захаровичпа юлташĕсем ăна вăхăтра чарма пултарнă. Иван Захарович 8 тăшман салтакне тĕп тунă. Вăл çапăçакан дивизион темиçе танкпа хирĕç кĕрешмелли тупăсене тата пулемет «йăвисене» аркатнă.

Атте вăрçăран «Кавказа хÿтĕленĕшĕн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» тата ытти медальсемпе таврăннă. 1946 çулта ăна «Хастар ĕçшĕн» медаль панă.

Вăрçă хыççăн атте тăван ялне таврăннă. Вĕсем мăшăрĕпе 6 ача пăхса çитĕнтернĕ. Манăн анне, Клавдия Федотовна та, питĕ паттăр, хастар хĕрарăм пулнă. Вăл 1923 çулта Урхас Кушкăра çуралнă. Унсăр пуçне çемьере 7 ача пулнă - икĕ ывăл тата пилĕк хĕр. Паллах, аннен, чи асли пулнă май, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса пымалла пулнă.

Вăрçă çулĕсенче анне хăйĕн тус-тантăшĕсемпе пĕрле вăрман касма çÿренĕ, йывăç турттарнă. Тылри паттăрлăхшăн «Хастар ĕçшĕн» медале тивĕçнĕ вăл. Патшалăх вăл амăшĕн тивĕçне те туллин пурнăçланине шута илнĕ, пире пăхса çитĕнтернĕшĕн ăна «Амăшлăх медалĕ» панă.

Салтака кайма вăхăт çитсен мана, атте пекех, флота ячĕç. Эпĕ службăна вăл тăшманран хăтарнă хулара – Севастопольте «Находчивый» миноносец çинче ирттертĕм. Çакна пĕлсен атте хытă савăнчĕ, мăнаçланчĕ, хăй çамрăк пулнă вăхăта пĕрре мар аса илчĕ.

Эпĕ атте-аннепе мухтанатăп, вĕсене хама тивĕçлĕ çын туса çитĕнтернĕшĕн тав тăватăп. Вĕсен ăрăвĕçĕнтерÿçĕсен ăрăвĕ. Вĕсем тÿссе ирттернине пурте чăтма пултарĕç ши. Флотра чухне те эпĕ атте ятне ямарăм, ăна тивĕçлĕ пулма тăрăшрăм. Халĕ те çакăн пирки манмастăп. Эпир Комсомольски тăрăхĕнчи флот пĕрлешĕвĕн уявĕсенче пĕрле пухăнатпăр, çамрăк вăхăтсене аса илетпĕр.

 

Н. ИВАНОВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 мая 2020
16:03
Поделиться