Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Паттăрсен галереи валли материалсем пухаççĕ

Чăваш Республикинчи Шупашкарпа Сĕнтĕрвăрри районĕсенче ĕçлекен çар комиссариачĕ Раççей Çарĕн Тĕп Чиркĕвĕ йĕркелекен «Астăвăм çулĕ» галерея валли фотоматериалсем тата çырусем хатĕрлет.

Ĕçе пурнăçлас тесе комиссариат ĕçченĕсемпе пĕр танах икĕ районти ял хутлăхсен ертÿçисем тата культура ĕçченĕсем хутшăнаççĕ.

Комиссариат ертÿçи  А. Кочуров пĕлтернĕ хальлĕхе чиркĕве пине яхăн фото тата 6 фронтри çыру ярса панă. Пирĕн районпа илсессĕн, материалсем пухас ĕçре Октябрьски, Карапаш,Шĕнерпуç тата Хуракасси ял хутлăхĕсенче пурăнакансем маттуррăн хутшăнчĕç. Уйрăмах çар комиссариачĕн ĕçченĕсем Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне - культурăпа социаллă аталану пайĕн ертÿçине Е. Матюшовăна тав тăваççĕ.

Пухнă материалсемпе малашне Кубинка хулинче Раççей Çарĕн Тĕп Чиркĕвĕн территорийĕнче паллашма пулĕ.

Хальлĕхе фотосемпе çырусене пухас ĕç малалла пырать. Çавăнпа та эсир алăра пур материалсене хăвăр е хулапа ял хутлăх администрацийĕн специалисчĕсем урлă çар комиссариатне ăсатма пултаратăр. Материалсене копи майĕпе илсе юлнă хыççăн вĕсен оригиналĕсене сире каялла тавăрса парĕç.

 

И. СЕРГЕЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 апреля 2020
15:56
Поделиться