Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнтерÿ кунне уявлассин çĕнĕлĕхĕсем

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернин 75 çулхи уявне хатĕрленнине улшăнусем кĕртесси çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хыпарланă.

«Малтан плана кĕртсе хăварнă мероприятисене тĕплĕн тишкермелле. Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă тапхăра кура паллă уява дистанции технологи майĕпе ирттерме йышăнса хăвармалла. Çĕнтерÿ кунĕ республикăри паттăрсемшĕн тивĕçлĕ шайра, чыслăн иртмелле»,-çирĕплетсе каланă регион пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.

Çулсерен иртекен «Вилĕмсĕр полк» акцие ятарлă режим вăхăтĕнче çĕнĕ форматпа, социаллă сетьсенче анлă сарма сĕннĕ Олег Алексеевич.Çапла майпа вăл хăйĕн аслашшĕ çинчен анлă та кăсăклă каласа панă, пурне те сăваплă пуçарăва хутшăнма чĕннĕ.

Асăнса хăварар, Аслă Çĕнтерĕве туптама хутшăннă çынсем çинчен çыртарнă калаçăва #ВместеГордимся#ПерлеМухтанатпар паллăпа социаллă сетьсенче вырнаçтармалла. «Вилĕмсĕр полк» акцине анлă сарăлма пулăшассине пурте пĕрле хутшăнар!

 

О. СЛАВИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 апреля 2020
15:54
Поделиться