Хĕн-хур курсан та пуçне усман

Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче Зинаида Егоровна Белова темĕн те курнă. Тăлăх шăпи ăна выçлăхпа та ĕçпе тулна ачалăхпа та çывах паллаштарнă. Унсăр пуçне хĕр вăрçă вăхăтĕнче чылай вăй тăкнă. Анчах çамрăклăхпа сывпулашшсан та шăпа ăна хуçма пăрахман. Йывăрлăхсем парсах тăнă.

«Зинаида Егоровна 1929 çулта Хуракассинче çуралнă. Амăшĕнчен хĕрача 9 çулта тăрса юлнă. Унăни ăшшине çухатнă икĕ хĕрпе виçĕ ывăл çапла пĕчĕкренех тĕрлĕ ĕçе хăнăхса ÿснĕ.

Çапла пĕр тăван хĕрсем апат пĕçерме вĕреннĕ, кĕпе-тумтир çунă, юсанă, килти ытти ĕçсене пурнăçланă, аслисемпе пĕрле колхоз ĕçне те хутшăннă.

Арçынсем валли кĕпе-тумтир кирлĕ пулнăран Зинаида аппăшĕ Ольга пир тĕртнĕ. Ку ĕçе Зина та хутшăннă, вăл пир вырăнне ларса аппăшне пулăшнă. Тĕртсе пĕтерсен икĕ çамрăк хĕр тĕркесене кĕл шывĕпе çунă, темиçе хут таса шывпа лайăх чÿхенĕ, шуратма юр çине сарса хунă.

«Çуркунне хатĕр пир тĕркисене ялти çынсем пахчисене шурă юр çине сарса хуратчĕç, -каласа парать З. Белова. Шуралсан эпир вĕсене урамра яка каска çине хурса çапаттăмăр. Пĕччен çапман, тăватшарăн сăвăласа çапнă. Унăн хыççăн, якалтăр тесе, икĕ вĕçĕнчен туртса пынă.

Эпĕ ÿснĕ вăхăтра ялти çынсенчен нумайăшĕ çăпатапа, килте тунă тĕртсе тунă çыпуçпа çÿретчĕç. Ман урара та яланах атте туса панă çăпата пулнă, шкула та çавăн пекех кайнă. Çимели те, тăхăнмалли те пулман. Пахчари çĕрулми аврисем çап-çара ларатчĕç, çулçисене апат пĕçернĕ çĕре янă. Эпир, 8-10 çулхи ачасем, колхоза çум çумлама каяттăмăр, уншăн пире бригадăра яшка çитеретчĕç».

Çамрăк хĕр вĕренме тăрăшнă. Хул пуççи урлă пир сумка çакса çÿренĕ. Ялти шкула пĕтерсен хулана вĕренме çул тытнă. Шупашкарти медицина училищинчен тухнă хыççăн Октябрьскинчи больницинче ĕçлеме тытăннă. Кунта вăл 20 çул хушши тăрăшнă. Больницирăн киле тата килтен больницăна çуранах çÿренĕ. Ирĕн-каçăн 7-8 çухрăм утнă. Килĕнче ăна пĕчĕк ачисем кĕтнĕ.

Каярахпа вăл Хуракассинчи ача садне ĕçлеме куçать. 17 çул хушши вăл малтан медсестрара, кайран воспитательте тăрăшать.

Зинаида Егоровна ялта обществăлла ĕçĕсене хастар хутшăнать. Пулăшу ыйтакансене яланах пулăшма васкать. Ачисем вĕреннĕ вăхăтра шкулпа тачă çыхăну тытса тăрать. Кунта ашшĕ-амăшсен комитечĕн членĕ пулнă, ерçмен пулсан та шаннă тивĕçе яваплă туса пынă.

З. Белова «Ĕç ветеранĕ» медале, çавăн пекех ытти сумлă наградăсене те тивĕçнĕ, вĕсен шутĕнче «Вăрçă вăхăтĕнче тылра тăрăшса ĕçленĕшĕн» панă медаль те пур»,-çырать Зинаида Егоровна çинчен Л. Андреева.

Ку сăмахсемпе эпĕ тĕпрен килĕшетĕп. Кăçал вара пултаруллă та çирĕп хĕрарăма Аслă Çĕнтерĕве 75 çул тултарнине халалланă медальпе тивĕçтернĕ самантра культура ĕçченĕсем те пĕрле пулчĕç. Çĕнтерÿ кунне çывхарма пулăшнăшăн Хуракасси ял хутлăхĕн администрацин специалисчĕсем ăна тав сăмахĕсем каларĕç.

С. АШУРКИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 апреля 2020
15:55
Поделиться