Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрçă та, выçлăх та парăнтарайман

Пирĕн атте-аннесен тата вĕсен çывăх çыннисен ăрăвĕнчен кашни кун çĕнĕрен те çĕнĕ тĕслĕх илсе тăмалла. Вĕсем, тыл паттăрĕсем пулнă майăн, пурнăçри чи йывăр тапхăрсене чăтса ирттерсе унăн савăнăçĕпе илемне çухатман, çемье ăшши тупса, ачисене тивĕçлĕ çын тума пултарнă. Çапла, манăн хамăрăн çывăх тăвана Макарова Раиса Петровнăна салам сăмахĕсем каласа, унăн пурнăçĕпе вулакансене паллаштарас килет.

Раиса Петровна 1930-мĕш çулти ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пуснаркасси ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ Петр Ефремович колхоз утарĕнче, ялсенчи пулас кулата вырăнĕсене тупас тата выльăх-чĕрлĕх тирне тирпейлес ĕçре палăрнă.

Раиса вунпĕр çулта чухне Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Çав çулах Леонид пиччĕшĕ фронта тухса кайнă. Раиса çине колхоз-ферма ĕçĕ те, килти хуçалăх ĕçĕ те йăтăнса аннă. Шухăшласа кăна пăхăр. 11 çулхи хĕр ача кирпĕч кăларнă вырăнта ĕçленĕ.

Вăрçă хыççăнхи пĕрремĕш çулсенче те çăмăл пулман. Раиса Петровна арканнă хуçалăха çĕкленĕ вырăнта ĕçленĕ. Сывлăхне те хавшатнă аппа, выçлăх тутине те чылайнă пĕлнĕ. Çапах та парăнман.

1953 çулта хĕр юнашар ял каччипе Петр Макаровпа, çемье çавăрнă. Çемье пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсем хушшинче Леонид Петрович та пулнă. Вăл Афганистан вăрçинче сусăрланнă пулсан та унтан «Çапăçури хастарлăхшăн» медальпе таврăннă.Тепĕр хĕрĕ Римма Петровна ĕçри çитĕнĕвĕсемпе палăрнă. 2009 çулта вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Хисеп хутне илме тивĕçлĕ пулнă. Халь Раиса Петровнăн 9 мăнук тата 7 кĕçĕн мăнук.

Пирĕн хисеплĕ, юратнă Раиса Петровна, эпир сана питĕ юрататпăр, 90 çул кăна мар тата нумай çул пурăнма сунатпăр. Эсир пирĕн телей, тĕслĕх, шанчăк. Турă ялан сирĕнпе пĕрле çÿретĕр.

П. ЕФИМОВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 апреля 2020
14:11
Поделиться