Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрçă ачисем...Тĕрлĕ шăпаллă вĕсем, тĕрлĕ кун-çуллă. Анчах пурне те пĕр сăмах пĕрлештерет – вăрçă.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Уй-Пилемĕч ялĕнче пурăнакан Валентина Афанасьевăна çав вăхăтсем тÿррĕмĕнех пырса тивеççĕ, вăл 1942 çулхи пуш уйăхĕнче çуралнă. «Атте вăрçа тухса кайнă чух анне манпа йывăр çын пулнă. Шел пулин те, аттене нихăçан та курман. Вăл хаяр вăрçă хирĕнчен таврăнман»,- каласа пачĕ 88 çул тултарнă хĕрарăм.

Валентина Андреевна ашшĕне вăрçăна кĕркунне илсе кайнă. Çырусенче çырнă тăрăх, вăл Смоленск облаçĕнче çапăçусене хутшăннă. Вăрçă хирĕнче Валентинăн ашшĕ медбрат пулнă, нумай салтакăн пурнăçне çăлса хăварнă. Анчах та хăй пурнăçне сыхлайман. 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче Валентина Андреевнăсен килне ашшĕ хыпарсăр çухални çинчен çыру килет.

«Анне 4 ачапа юлнă аттерен. Фермăра вăй хунă, çĕрĕ-кунĕпех пире тăрантарас, ура çине тăратас тесе тăрăшнă. Пурнăç йывăр пулнине кура хамăр та ачаранах ĕçе кÿлĕннĕ. Мăян сăтăрнă, йĕкел пуçтараттăмăрччĕ. Вĕсенчен хатĕрленĕ апатăн йÿçĕ тути паянхи кун та манăçмасть. Налук тÿлес енĕпе хыт нушалантарнă тата вăл вăхăтра. Астăватăп, ăна тÿлейменнишĕн кил-хуçалăхри пĕртен пĕр качакана илсе тухса кайрĕç»,- куççÿль витĕр каласа пачĕ Валентина Андреевна.

Йывăр та нушаллă вăхăт пулнă пулсан та, хĕрача вунă класс вĕренсе пĕтернĕ. 1965 çулта Афанасьев Виталий Васильевичпа пĕрлешнĕ. Кил-çурт лартса виçĕ ача ÿстернĕ Афанасьевсем. Валентина Андреевна 22 çул хушши Октябрьски райповĕнче ĕçленĕ, «Карабашский» совхозра та тăрăшнă.Мăшăрĕ унăн сăпайлă, ĕçчен пулнă, шел пулин те вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Паянхи куна мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнать хĕрарăм, вĕсене ялан ырă кăмăлпа кĕтсе илет. Ял-йышпа, тăван-пĕлĕшпе туслă пурăнать.

Н. ДЛИНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 апреля 2020
14:12
Поделиться