Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Уява кĕтсе илмелли çĕнĕ йĕрке

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче тухнă 92-мĕш номерлĕ «Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ (COVID-19) Чăваш Республикин территорийĕнче сарăлнине хирĕç тăракан чару тата ытти мерисем çинчен» Указпа килĕшÿллĕн тата уйрăм распоряжениччен пирĕн регионти пĕтĕм тĕнре тăракан чиркÿсен уявсемпе мероприятисем ирттерес ĕçе пăрахăçламалла.

Çаплах кĕлĕ тумалли, е тĕн ыйтăвĕсемпе çыхăннă мероприятисенчен пăрăнмалла, вĕсем ахаль чухне иртекен çуртсене те кĕрсе çÿремелле мар.

Çавăнпа та район пуçлăхĕ Н. Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников хăйсен çырăвĕнче çынсене Мăнкун уявне килте ирттерме сĕннĕ, саккуна пăснăшăн штраф кĕртнине аса илтернĕ.

«Хисеплĕ граждансем! Çак сăваплă кунсенче йышлă мероприятисене хутшăннинчен тытăнса тăрăр! Хăвăр тата хăвăрăн çывăх çыннăрсен сывлăхĕ пирки шухăшлăр, килте юлăр!»,- тенĕ Николай Петровичпа Анатолий Аркадьевич çырура.

Çакна Турă Амăшĕн Хусан турăш ячĕпе хисепленекен чиркĕвĕн настоятелĕ Георгий (Черашкин) атте те çирĕп-летрĕ. «Чиркĕве службăсăр хăварма юрамасть, çавăнпа та Шупашкар-Чăваш епархийĕпе Роспотребнадзор пире ăна ирттерес йĕркепе паллаштарчĕç. Çапла эпир службăна ирттерме пулăшакансен списокне хатĕрлерĕмĕр. Уяв вăхăтĕнче чиркÿ унпа килĕшÿллĕн тутать. Ыттисен пурин те килтен тухмасăр хутшăнмалла. Службăна лекнисен вара асăрхануллă пулмалла.

Эпир урайĕнче, пĕр-пĕринчен 1-1,5 метр тăршшĕнче, ятарлă паллăсем çыпăçтартăмăр. Служба вăхăтĕнче килекенĕн икĕ паллă хушшине пăсмалла мар, урăхла каласан, кÿршĕпе хăвăн хушăра вырăн хăвармалла.

Тулли храм пулмасан та, службăна нормăсемпе килĕшÿллĕн ирттермелле. Çавăнпа та эпир çак ĕçе хупă йĕркепе пурнăçлас терĕмĕр»,-пĕлтерчĕ Георгий атте, ĕненекенсене чăтăмлăхпа ăнланулăх сунса.

И. ДЕРЮЖИН.



18 апреля 2020
14:10
Поделиться