Пĕчĕк ялăн çутă ывăлĕсем

Ильменькасси ялĕ çинчен халь пурăнакансенчен чылайăшĕ илтмен те пуль, анчах хăй вăхăтĕнчен кунтан пултарулăхпа палăрнă темиçе çын та тухнă. Çак çырура та манăн ялăн икĕ ывăлĕ çинчен кĕскен каласа кăтартас килет.

Ялхуçалăх наукисен тĕпчевçи А. Сергеев, тĕслĕхрен, хăйĕн шыравĕсене тăван ялĕнче пуçланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче вăл ял масарĕ çумĕнче ятарлă участокĕ уçнă. Кунта пулас тĕпчевçĕ пĕр шухăшлă тус-тантăшĕсемпе пĕрле хăмла ÿстернĕ.

Пурнăçри ытти тапхăрĕсенче те Андрей Сергеев çак культурăна тĕпчес ĕçе пăрахман. Ялхуçалăх институтне ĕçлеме вырнаçнă хыççăн вăл хăмла темипе темиçе наука ĕçĕ çырнă, доцент ятне тивĕçсе кандидат степеньне хÿтĕленĕ.

Ильменкассинчен тепĕр паллă çын та тухнă. Сăмах Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультенчĕ вĕрентекен Лев Рыбаков профессор çинчен пырать. Вăл та Ильменкассинче çуралса ÿснĕ.

Лев Николаевича экономика ыйтăвĕсем кăсăклантараççĕ. Уйрăмах вăл биржа экономики çинчен нумай пĕлет. Кунсерен çак тĕнчене Лев Николаевич хăйĕн студенчĕсене валли уçать.

Тен, тепрехинче эпĕ сире çак тата ытти çынсем пирки нумайрах каласа парăп. Халь вара ман ĕçе хаклама пултарнăшăн тав тăватăп та сывпуллашатăп.

 

А. ПУКАШ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 апреля 2020
14:14
Поделиться