Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Салтак пилĕ яланах чĕрере

Паян эпĕ сире пĕр çемье çинчен каласа кăтартасшăн. Вăл ĕмĕрĕпех Урхас Кушкă ял хутлăхне кĕрекен Чăрăшкассинче пурăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчен вара кунта пĕр пысăк парăм пуррине туяççĕ. Çак туйăм çемьери çамрăксене çĕклет, çунатлантарать.

Федоровсен пилĕк ывăл пулнă. Вĕсенчен виççĕшĕн ятне эпир аванах пĕлетпĕр (Микула, Кĕçтентти, Иван), тепĕр иккĕшĕ мĕн ятлă пулни пирĕншĕн хальлĕхе вăрттăнлăх.

Хаяр вăрçă пуçлансан пиллĕкĕшне те тĕрлĕ çулсенче Совет çарне илсе каяççĕ. «Эпир 5 ывăл пулнă, мансăр пуçне пурте вилнĕ. Аттене астумастăп, анне суккăр пулнă», - аса илнĕ вăрçăран таврăннă Кĕçтенттин чылай каярах.

1939 çулта унăн шăллĕ Иван, хăйсен ялĕнче пурăнакан хĕрпе (вăл Лидия ятлă пулнă) çемье çавăрнă. Тепĕр çул вĕсен Миша ятлă ывăл çуралать.

Фронта тухса каяс умĕн вăл 9 уйăхри ывăлне çĕкленĕ те: «Ну, Миша, эпĕ каялла килнĕ çĕре пысăк ÿс, аннÿне пулăшакан пул», - тесе пилленĕ. Çавăн хыççăн салтак ывăлне чуптуса илнĕ те килтен ĕмĕрлĕхех тухса кайнă.

И. Федоров 1943-мĕш çулта Курск пĕкки патĕнчи хаяр çапăçура вилет. Лидия çакна мăшăрĕн командирĕ янă çыруран пĕлнĕ. Çав çапăçура вăл хăй те аманнă пулнă, çавăнпа та госпитальтен янă хут (вăл пирĕн алăра) çинче çырнине вулама çăмăл пулмарĕ. Анчах çак ĕçе эпир вĕçне çитертĕмĕр. Акă мĕн пĕлтернĕ командир Лидăна çырура: «Салам, хаклă Лидия Кирилловна. Çырăва сирĕн мăшăрăн Иван Федорович Федоровăн командирĕ çырать, эпĕ сире мăшăрăр сăваплă Тăван çĕршывшăн çапăçса паттăрсен вилĕмĕпе вилнине пĕлтеретĕп, çавăншăн эпир ун умĕнче пуç таятпăр. Ман ординарец пулнă майăн Федоров хăйĕн ĕçне лайăх пĕлетчĕ, ăна тÿрĕ кăмăлпа тăватчĕ. Çывăх тусăма çухатнишĕн питĕ шел. Ан хурланăр, эпир сирĕн хаклă мăшăршăн тавăратпăрах (текстра çырури орфографие упраса хăварнă). Çырупа пĕрле унăн сăнÿкерчĕкне çирĕплететĕп. Чипер юлăр: (командир алçырăвĕ)».

Çырури сăнÿкерчĕк упранса юлман, анчах та эпир вăрçăччен тунă фотокарточкăсене тупма пултартăмăр.

Иван Федоровича халь Орел облаçне кĕрекен Измайлово ялĕ патĕнче пытарнă.Çапла Лидия Кирилловна ывăлне пĕчченех ÿстерме тытăннă. Пĕчĕк Миша йывăр пурнăç условийĕсене пăхмасăрах кунран-кун ÿссе аталаннă.

Паллах, вăл ашшĕ тухса кайнă саманта, пепке пулнă пирки, астума пултарайман, анчах каярах унăн юлашки сăмахĕсене ăнланса илсен яланлăхах вĕсене пуçра тытнă. Амăшĕн пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе вăл тракториста вĕренсе тухать, унтан Казахстана çерем уçнă çĕре тухса каять. Киле таврăнсан «Звезда» колхоза вырнаçать, тракторист пулса, кайран юсав мастерскойĕн заведующийĕнче вăй хурать, ĕçре палăрнăшăн «Хисеп Палли» ордена тивĕçлĕ пулать. Ялта ăна халь те хисеплесе Михаил Иванович тесе чĕнеççĕ.

Çапла, салтакăн пилĕ хăй вăрçă хирĕнче вилнĕ хыççăн та чĕрĕ. Унăн мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем çак ялава мăнаçлăн çĕклесе пырса çемьен çĕнĕ ăрăвĕсене пама хатĕрленеççĕ.

З. ВАСИЛЬЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 апреля 2020
15:40
Поделиться