Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Районта пурăнакансем режима пăхăнаççĕ-и?

Юнкун районта коронавирус чирĕнчен сыхланас тĕллевпе йĕркеленĕ комисси рейчĕ иртрĕ. Ĕç комиссине район администрацийĕн, вырăнти полици пайĕн тата Н. А. Геркен ячĕллĕ тĕп больница ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Комисси коронавирус алхаснă вăхăтра района республика тулашĕнчен килекенсем патне тата сыхлав мерисене пăхăнманнисем патне уйрăмах тимлĕ пулчĕ. Ĕçлĕ çулçÿрев вăхăтĕнче унăн пайташĕсем Сĕнтĕрвăрринче кăна мар, Октябрьски, Ураково, Маклашки тата ытти ялсенче пулчĕç.

Акă, пĕр хĕрарăм эпидеми пуçланичченех укçа ĕçлесе илес тĕллевпе Мускава кайнă. Вăл çĕршывăн тĕп хулинче вăй хунă вăхăтра коронавирус республикана çитсе ĕлкĕрнĕ. Чăваш Енре хĕрарăм хăйне япăх туйма пуçланă. Вăхăт ирттермесĕрех вăл тухтăрсем патне шăнкăравланă, хăйне Covid-19 ерме пултарнинчен хăранă. «Шурă халатлисем» анализ илнĕ хыççăн çапла каланă: «Хальлĕхе килтен ан тухăр, хăвăра тата çывăх çыннăрсене пăшăрхантарса ан ларăр. Сирĕн анализсенче коронавирус паллисем тупăнсан, эпир шăнкăравласа пĕлтерĕпĕр». Халь вăл хăйне аванах туять, анчах врачсен сĕнĕвĕсене итлесе тăрать, çавăнпа та килтен тухмасть. Сăнавлăх анализсем илсе кайни темиçе кун та иртнĕ, анчах тухтăрсем шăнкăравламан, апла вĕсем коронавирус çуккине кăтартнă.

Тепĕр каччă комиссире тăракансене хула урамĕнче тĕл пулчĕ. Вăл çарамас тата маскăсăр хула стадионне юлташне хирĕç тухнă. Каччă патшалăх заданине пурнăçлакансене хирĕçлемерĕ, актра çырнипе килĕшетĕп, саккуна пăхăнса ырантан вăхăта килте кăна ирттерĕп тесе алă пусрĕ. Çапах та çамрăк çын хăй мĕнле урамра пурăннине ăнлантарса параймарĕ. Çакна урăх хуларан пулнипе витме тăрăшрĕ.

Октябрьскинчи пĕр нумай ачаллă çемье пуçлăхĕ те Мускавранах таврăннă, анчах унпа тĕл пулма май килмерĕ. Унăн çемйи уйрăм хваттерте пурăнать, хăй вара вăл карантина ял тепĕр вĕçĕнче тытать, анчах темĕнле пулсан та çыхăнăва тухма килĕшмест. Апла пулсан та, мăшăрĕ пĕлтернĕ тăрăх, вăл патшалăх йышăннă нормăсене пăхăнать, питкуçне маскăпа хуплать.

Кĕçнерникунран, акт çырнисĕр пуçне, патшалăх органĕсен представителĕсем режима пăхăнманнисене штраф пама пуçлĕç, унăн сумми вара 1000 тенкĕрен пуçласа 30000 тенке çитиччен. Асăрханăр, пысăк сăлтавсăр килтен ан тухăр. Урăхла май килмест пулсан вара документ кăтартма хатĕр пулăр.

И. ДЕРЮЖИН.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 апреля 2020
15:39
Поделиться