Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăхăтлăха килтен тухар мар

Хăрушлăх кăларса тăратнă коронавирус чирне пĕрлехи вăйпа, пысăк ăнланулăхпа парăнтарас тĕллевпе Раççей, Чăваш Ен шайĕнче чылай профилактика йĕркисем йышăнаççĕ. Çирĕплетсех калатăп, кашни çын йĕркене яваплă пăхăннинчен вирус сарăласси тÿррĕмĕнех килет. Карантин вăхăтĕнче сăлтавсăр килтен ан тухăр.

Коронавирус инфекцийĕ – вирус чирĕ. Вăл чирлĕ çынран сывлăшри тумламсем урлă ерет. Çавăн пекех апат-çимĕç, кил хушшинче усă куракан япаласем урлă та çакланма пултарать.

Инфекцин инкубаци тапхăрĕ 14 талăк таран тăсăлать. Сăнанă тăрăх, ытларах 5 талăкра палăрать. Паянхи куна «Сĕнтĕрвăрринчи тĕп больница» бюджет учрежденийĕнче ют çĕршывсенчен канса килнĕ 20 çын сăнавра тăрать. Специалистсем вĕсенне икĕ хутчен анализсем илнĕ. Палăртса хăварар, сăнавра тăракан çынсене кашни кун уйрăм йĕркепе тĕрĕслесе тăратпăр.

Хăйĕн сывлăхĕшĕн кашни уйрăм çын тимлĕ те яваплă пулмалла. Алăсене тăтăшах супăньпе çума ан манăр. Килтен тухмалла пулсан, маскăсем тăхăнăр. Сыхланмалли маскăсене аптекăсенче илме май çуккине кура, хăвăрах çĕлеме тăрăшăр.

Хисеплĕ Сĕнтĕрвăрри районĕн çыннисем! Чире парăнтарма мар, унтан асăрханма ансатрах та хăрушсăртарах. Пĕр-пĕрне ăнланса, Чăваш Республикинче йышăннă мерăсене çирĕп пăхăнса пурăнар! Енчен те эсир хăвăра сывă мар туятăр пулсан, врачсене киле чĕнсе илĕр.

М. НИКОЛАЕВА, районти Н.А.Геркен ячĕллĕ тĕп больницăн тĕп врачĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
04 апреля 2020
14:59
Поделиться