Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Таврара тасалăх хуçалантăр

Массăллă мероприятисем ирттерме, халăха йышăнма вăхăтлăх чарни çинчен Указ кăларнине шута илсе районти культура учрежденийĕсенче вăй хуракансем ĕç вырăнĕсем тавра типтер-илем кĕртеççĕ.

Ял хутлăхĕсем «ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» программăна пурнăçлама ятарлă режим вăхăчĕ иртсен пуçлĕçех, иккĕленÿ çук. Юр айĕнчен тухнă çÿп-çап тавралăхра сарăлса выртнипе, паллах, аталану пулмĕ. Çавна май, ялти вулавăшсемпе культура çурчĕнче ĕçлекенсем территорисенче тасалăхпа илем хуçалантăр тесе тăрăшаççĕ .

Октябрьски ял хутлăхĕн библиотекарĕсем «Таса ялсем-таса çĕршыв» чĕнĕве тĕпе хурса вулавăш таврашĕнче тата палăк йĕри-тавра тасатрĕç.

Карапашри культура çурчĕн ĕçченĕсем те хăйсен территорине типтерлĕх кÿртрĕç.

Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн культура ĕçĕнче вăй хураканĕсем тăрăхри палăксен таврашĕнче пухăннă çÿп-çапа тасатрĕç. Хамăр пурăнакан çĕрте тасалăх хуçаланни – ырă та сăваплă пулăм тесе çирĕплетеççĕ вĕсем.

 

О. СЛАВИНА.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
04 апреля 2020
14:59
Поделиться