Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Сĕнтĕрвăрринче çĕнĕ ача сачĕ уçăлмалла

Ытларикун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕпе проект ĕçĕн Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ларăва регион ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаев та хутшăнчĕ.

Унăн тĕп ыйтăвĕ «Демографи» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланса пыракан «Хĕрарăмсене ĕç тупма пулăшасси – виçĕ çула çитмен ачасене шкулчченхи пĕлÿ илме пулăшса, вĕренес условисем туса парасси» регионаллă проекта реализацилесси пулчĕ.

Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан С. Яковлев пĕлтернĕ тăрăх кăçал регионта 9 ача сачĕ тăвĕç, вĕсенче тепĕр çул валли 1840 вырăн уçăлĕ. Ачасен сачĕсене Элĕк, Куславкка, Çĕрпÿ, тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче тумалла .

Проектпа килĕшÿллĕн 2020-2021 çулсем хушшинче бюджетран 1 648, 7 миллион тенкĕ уйăрмалла.

 

И. ЭТМЕНЬ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
04 апреля 2020
14:57
Поделиться