Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пысăк уява яка урамсемпе

Хула хутлăхĕн администрацийĕпе «СтройДорСервис» тулли мар яваплă общество Сĕнтĕрварри урамĕсенчи çул лакăмĕсене асфальт хурас ĕçе малалалла тăсаççĕ.

2020-2021 çулсенче хула çулĕсене тирпейре тытса тăмаллине вĕсем пĕр-пĕринпе килĕшÿ туса çирĕплетнĕ.

Юсав ĕçĕсене тăвата тапхăра пайланă. Пĕрремĕшĕнче (вăл пуш уйăхĕн 14-19-мĕшĕсенче пынă) подрядчик «Коновалово» микрорайонĕнчи Ломоносовпа Котовский урамĕсенчи лакăмсене çĕнĕ асфальтпа хупланă. Халь вара лакăмсене якатасси иккĕмĕш тапхăрта пырать. Статьяна çырнă саманта подрядчик Николаев урамĕнчи çула якатса пĕтернĕ.Çитес вăхăтра ĕç Горький, Бондарев тата Июльская урамсене кĕтет. Эрнекуна подрядчик юсава 6 рабочипе 5 единица техника явăçтарнă. 190 тăваткăл метр тăршшĕлĕ лаптăкра 24 тонна асфальт материалĕ хывса тухнă.

«Ĕç Мăнкун валли е Çĕнтерÿ кунĕ валли вĕçленсен аван пулĕччĕ. Эпир çынсене çак сумлă уявсене валли парне туса парасшăн»,- пĕлтерчĕ пире СтройДорСервис ертÿçи П. Демьянов.

Хулара пурăнакансем пысăк уявсене савăнăçлă туйăмпа кĕтсе илсен чăн та питĕ аван пулĕччĕ.

И. ДЕРЮЖИН.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
04 апреля 2020
14:57
Поделиться