Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Паллă поэтăн мĕскĕн шăпи

Чăваш поэзине юратакансем Ваçлей Усли ятне аван пĕлеççĕ. Литература летопиçне вăл хăйĕн тарăн шухăшлă лирикипе кĕрсе юлнă. Унăн саввисем 80 çул иртсен те актуаллă, мĕншĕн тесен поэт кашни çынна çывăх темăсене çĕклет. Вăрçăран таврăнайман лирикăн шăпи пире кулянтарать, кĕске те çутă биографи патне таврăнса, тарăн йĕркесене çыраканăн кăмăл-сипетне çĕнĕрен те çĕнĕрен тĕпчеме хистет.

Ваçлей Усли (чăн-чăн ячĕ Василий Михайлович Сотнезов) 1912 çулхи юпа уйăхĕн 9 мĕшĕнче Шупашкар уесĕнчи Услă Пукаш ялĕнче, нумай ачаллă хресчен çемьинче çуралса ÿснĕ. Ытти пулас сăвăçсем пекех вăл пĕчĕкренпе кĕнекери пĕлÿсене «çăтнă», вĕренсе, пысăк çын пулма ĕмĕтленнĕ.

Çула çитсен Василий Михайлович вĕсене пурнăçлама пултарнă. Малтан вăл Шупашкарта, кайран вара Чĕмпĕрте педагогика техникумĕ пĕтернĕ. Мускаври «Коммунар» хаçатра ĕçленĕ, унтан Чăваш Ене таврăннă хыççăн «Канашра» литература пайне ертсе пынă».

Унăн пултарулăхĕ пирки тĕплĕнрех калаçмалла. Сăвăри тĕллевĕсене пурнăçлас тесе поэт тĕрлĕ литература мелĕсемпе ăста усă курать, çавăнпа та унăн произведенийĕсем уйрăмах чуна кĕрсе юлаççĕ.

Кĕске пулнă унăн пурнăçри çулĕ. Тен, (ытти пултаруллă çынсем пекех) Василий Сотнезов çакна сиссе тăнă. Çавăнпа та вăл хăй пурăннă вăхăтра ытларах туса хăварма васканă. Шухăша çирĕплетме фронтра çырнă «Герой амăшне сăвă пулăшать. Çак сăвăра поэт хăйĕн шăпи пирки шухăшламасть-ши.

Ан йĕрсем, кинемей,

Ан тăксам куççульне,

Эс чĕртеймĕн ăна

Йĕнипе.

Лекрĕ пуля.

Анчах унăн ячĕ çуллен

Çиçсе тăрĕ

Хĕвел шевли пек.

Вăл çĕршывăн ĕçне

Паттăр ĕçĕсемпе

Чĕнтĕрлерĕ.

Унран тĕслĕх илсе

Фашистсен эшкерне

Çунтарса вут-хĕмпе,

Çитĕнеççĕ

Пиншер геройсем.

29 çул хушшинче вăл виçĕ кĕнеке кăларнă: «Малтанхи утăмсем» (1935), «Сăвăсем» (1939 çул), «Пурнăç» (1941 çул). Унсăр пуçне Василий Михайлович ытти сăвăçсен произведенийĕсен (тĕслĕхрен, Т. Шевченко) чăвашла куçарнă. Поэт СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан сăвăç, (вăл чăн-чăн патриот пулнă) фронта тухса кайнă. Анчах унăн шăпи ытла телейсĕр. Çав кĕркунне вăл Киев хули патĕнче хыпарсăр çухалать.

Василий Михайловичăн ывăлĕ Генрих Васильевич та Адлерти интернетра çитĕннĕ. Герой мăшăрĕ пирки вара туллии информаци çук. Сăвăç биографĕсем унăн ятне пĕлмеççĕ. Ăна Зоя е Фаина ятлă пулнă тесе шухăшлаççĕ. Генрих Васильевичăн хĕрĕ Раиса Донецк хулинче пурăнать.

Услă Пукаш çыннисем пултаруллă ентешĕн ятне манăçа кăлармаççĕ. Кунта сăвăç музейĕ ĕçлет. Çаплах ялта сăвăçа чысласа асăну хăми уçнă.

Поэт пурнăçран уйрăлнă хыççăн нумай çул иртсен чăваш литературинче тарăн йĕр хăварнине шута илсе унăн ятне «Чăваш çыравçисем» библиографи справочникне кĕртнĕ.

Услă Пукашра халĕ те Василий Михайловичăн тăванĕсем, унăн пĕр тăванĕсен ачисем пурăнаççĕ.

И. ДЕРЮЖИН.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
04 апреля 2020
14:58
Поделиться