Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

17 çемье анне капиталĕпе усă курнă

Хăй вăхăтĕнче республика, анне капиталĕн шайĕнче, çемьесене çĕршер пин уйăрса пама пуçланă. Çак практика паянхи кун та ĕçлет. Кăçал анчах пирĕн районта анне капиталĕн укçипе 17 çемье усă курнă. Çулталăк вĕçлениччен çак тĕллевсем çине бюджетран 2,8 миллион тенкĕ ямалла.

4 çемьере укçана пурнăç условийĕсене лайăхлатас ĕç çине тăкакланă, тепĕр 13 çемьере çак укçапа ачисене пĕлÿ парас тенĕ.

Анне капиталĕпе ача виçĕ çултан иртсен кăна усă курма юрать. Кăларусем пур, анчах вĕсем тепĕр чухне кăна вырăнлă тата саккунпа килĕшÿллĕ пулма пултараççĕ. Капиталпа кредитпа ипотека тÿлевĕсенĕ хупнă чухне (тĕп парăмпа проценчĕсене шута илсе) усă курма юрать. Инвалид ачан пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тата пĕлÿ илесси çине тăкаклама юрать.

О. ЛАЗАРЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
04 апреля 2020
14:56
Поделиться