Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Театр кружокĕ халăха савăнтарать

Халăх культурине аталантарас, Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне анлăн паллă тăвас тĕллевпе Культура çурчĕ çумĕнчи «Ăраскал» кружок пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Халăхран тухнă, унăн йăли-йĕркине сăнласа паракан пулăмсем куракана яланах кăсăклантараççĕ.

Пуш уйăхĕнче ял клубĕн сцени çинче П. Белов, В. Кураков, В. Моисеев, Н. Алаев, В. Плотников, И. Куракова, Н. Матвеева, В. Фадеева, Е. Васильева М. Андреевăн «Кăмака çинче ларса качча каяймăн» пьеси тăрăх хатĕрленĕ спектакле выляса пачĕç. Илĕртÿллĕ, кăсăклă лару-тăру, вылякансен ăсталăхĕпе пĕрлешсе, куракансен кăмăлне çĕклерĕ.

Е. Илларионова, С. Данькова культура ĕçченĕсем клуб ертÿçипе пĕрле спектакле куракан патне илсе çитерекенсене чĕререн тав турĕç. «Спектакль премьерисемпе халăха малашне те савăнтарăр, хамăр ялта кăна мар, юнашар хутлăхсене те тухса çÿрĕр», -сĕнчĕç клуба пухăннисем.

Ку ĕçе хăйсем те планланă, анчах халлĕхе, ытти культура учрежденийĕсем пекех, тухса çÿреймеççĕха Хуракасси клубĕнче вăй хуракансем. Кружока çÿрекенсем вара хăйсен ролĕсене килĕсенче туптаççĕ.

С. АШУРКИНА.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 марта 2020
14:47
Поделиться