Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Профилактика мероприятийĕ ăнăçлă иртрĕ

Нумаях пулмасть Октябрьски ялĕн вулавăшĕнче «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер» акци шайĕнче наркотиксене хирĕçлесе профилактика мероприятийĕ иртрĕ.

Мероприяти пуçланичченех эпир наркоманипе кĕрешес ыйтупа кĕнекесен куравне хатĕр-лерĕмĕр, каярах вара ачасене ятарлă пĕлтерÿ хучĕсем валеçсе тухрăмăр.

Эпир ачасемпе химикатсенчен хăтăлмаллине, вĕсем çын организмне мĕнле сиен кÿнине тата ытти хÿтĕленмелли мерăсене сÿтсе яврăмăр. Хамăр сăмахсене тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕмĕр.

Курав питĕ усăллă иртрĕ. Çакна ачасем те палăртрĕç. Мероприяти чылайăшне киревсĕр япаласемпе иртĕхни хăрушă пулнине ăнланса илме май пачĕ. Пирĕн çамрăк вулакансенчен ытларахăшĕ ялан сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пырасса шанатпăр!

А. ПОЧЕМОВА.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 марта 2020
14:44
Поделиться