Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

«Цифра урокĕ» акцие хутшăнчĕç

Нумаях пулмасть Чăнкасси ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул «Цифра урокĕ – 2020» акцие хутшăнчĕ. Каярах унăн шайĕнче «пĕлÿ çурчĕ» «Интернетри хăрушсăрлăх» урок ирттерчĕ. Унта 3-4 тата 5-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Ачасем, Касперский лабораторийĕ шутласа тупнă тренажерпа усă курса, тĕрлĕ йышши йывăр задачăсен тупсăмĕсене шырарĕç. Ачасенчен чылайăшĕ «асамлă Интернет тĕнчи» ултавлă пулма пултарнине туллин ăнланмаççĕ. Çавăнпа вара киревсĕр тата усал контента вырнаçтаракансем кашни кунах усă курма хатĕр. Вĕрентекенсем шкул ачисене ултавçăсен аллине çакланас мар тесен мĕн тумаллине каларĕç. Вĕсем ачасене ятарлă роликсем кăтартрĕç, каярах вара калаçу ирттерчĕç.

Мероприяти вĕçленнĕ хыççăн ачасем унта хутшăннине çирĕплетекен сертификатсене тивĕçрĕç.

 И. ЭТМЕНЬ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 марта 2020
14:46
Поделиться