Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачалăха хÿтĕлесе

Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн çула çитмен ачасен прависене хÿтĕлес енĕпе йĕркеленĕ комиссийĕ иртнĕ çулта пурĕ 23 лару ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 130-мĕш номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн районта çула çитмен 14 ача тата 17 ăнăçсăр çемье учетра тăнă.

Çав вăхăтрах 19 ачана тата 38 çемьене профилактика учетĕнчен кăларнă. Палăртса хăвармалла, 22 çемьене лайăх енĕпе палăрнăшăн, çемьери условисене ырă енне улăштарнăшăн ку шутран кăларнă.

Уйăхсерен ирттерекен мониторинг тăрăх, кăçалхи çул комисси учетĕнче 42 ăнăçсăр çемье шутланса тăрать, вĕсенче пурĕ 101 ача пурăнать.

Н. ВАХТЕРКИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 марта 2020
14:46
Поделиться