Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕлĕкхи вăхăта – каялла

Пирĕн историпе культура çав тери пуян. 400 çул хушшинче пулса иртни те паллă. Сĕнтĕрвăррипе район шутне кĕрекен ялсем Атăл тăрăх çÿрекен йывăç карапсене, купцасен мăнаçлăхĕпе пуянлăхне, революционерсен шавлă сассисене астăваççĕ. Пирĕн сăваплă ĕç вара çакна упраса хăварма пултарнинче. Ахальтен мар килекен хăнасем: «Çав тери маттур халăх пурăнать кунта, хăйсен несĕлĕсене манмаççĕ», - тесе палăртаççĕ.

Нумай пулмасть Ăстакасси ялĕнчи вулавăшра «Начальная история села» ятлă краеведени сехечĕ иртрĕ. Ăна Сĕнтĕрвăрри историйĕн пĕрремĕш тапхăрĕсене халалларĕç. Тема вăхăчĕ 1620-1856 çулсенче пулса иртнĕ ĕçсене пăхса тухма май пачĕ.

Библиотекарь ачасене район историйĕпе çырнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ, Сĕнтĕрвăрринчи купцасем Раççей историйĕнче тарăн йĕр хăварнине асăнчĕ. Юлашкинчен вăл çак темăпа интересленекенсене С. Дмитриевăн «Сĕнтĕрвăрри» тата З. Трофимован «Чăваш Енри хуласем» кĕнекисене сĕнчĕ.

 

И. ВЕЛИКАНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
21 марта 2020
15:36
Поделиться