Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Чунра йĕрленнĕ манăçми кунсем

1941-1945 çулсем совет халăхĕшĕн йывăр çулсем пулчĕç, паллах. Ун пек хăрушла вăхăт нихăçан та урăх ан пултăр. Вăрçă çулĕсем халĕ те манăн асран тухмаççĕ. Эпĕ, Йĕрĕхçырминче çуралнăскер, хăрушă хыпара тăван ялта илтрĕм.

Çав кун, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Йĕрĕхçырми çыннисем уя утă тавăрма тухнăччĕ. Ĕçлекенсем патне Урхас Кушкă шкул учителĕ (Бычков хушаматлăскерччĕ) пычĕ, сывлăх сунчĕ те: «Эпĕ сирĕн пата ырă мар хыпар пĕлтерме килтĕм. Пирĕн çĕршыв çине нимĕç çарĕ вăрçăпа кĕнĕ», - терĕ. Ку хăрушă хыпар пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Аслисен сăнĕсем улшăнчĕç. Эпĕ вара ача-пăча ăсĕпе çак синкерлĕ хыпара туллин ăнкарса илеймен курăнать. «Пĕр кун çапăçаççĕ, икĕ кун, виççĕмĕшĕнче хăйсемех каялла тараççĕ», - терĕм. Халăх пысăк хуйха ÿкрĕ. Халĕ шутлатăп та, пурпĕр эпĕ каланă пек пулчĕ, нимĕçсенех каялла тармалла пулчĕ. Тем пек мухтав уншăн пирĕн паттăр салтаксене.

Вăрçă çулĕсем... Шăпах та эпĕ Çĕрпÿри педучилищĕре вĕреннĕ тапхăрччĕ вăл. Эрнере икĕ хутчен çар ĕçне вĕренмелли уроксем пулатчĕç, Морзе азбукине те тăрăшсах вĕрентетчĕç. Астуса юлма йывăр пулин те, эпĕ диктанта пĕр йăнăшсăр çырма пултартăм. Уншăн мана вĕрентекен ырларĕ. Çавăн пекех уроксем хыççăн ГТО, ГСО кружокĕсене çÿреттĕмĕр. Ачашланса ларман, иртĕнсе çÿремен. Вĕрентекенсем питĕ хавхалантарса тăратчĕç пире.

Упакассинчи 7 класлă шкула пĕтерсен Шупашкара пед-училищĕне вĕренме кĕтĕм. Вăрçă пуçланчĕ, ачасем саланса пĕтрĕç, вĕренÿ заведенине те хупрĕç. Ăçта каяс. Çĕрпÿ хулинче пур иккен педагогика училищи. Эпĕ унта çул тытрăм. Пĕр хĕл вĕренсен пурне те Ишек ялĕнчи шкула куçарчĕç. Инçетре пулнăран эпĕ унта каяймарăм, ялтах юлма тиврĕ. Халăх мана ферма заведующине суйларĕ. Çамрăкскер ĕç-пуçа пĕлсех кайман пулин те аслисем пулăшса пынипе хĕлкаçа ĕçлерĕм. Пурпĕр манăн ĕмĕт учитель пулассиччĕ. Тепĕр çул пирĕн училищĕне Ишекрен Çĕрпÿ çывăхĕнчи Туçи ялне куçарчĕç. «Тепле пулсан та вĕренме каятăп», - терĕм, малалла вĕрентĕм. Çуллахи вăхăтра ялсенчен хĕрачасемпе арçын ачасене чукун çул тума илсе кайрĕç. Канаш – Шупашкар çыхăнăвĕ ĕнтĕ вăл. Эпĕ те унта лекрĕм. Çавăнтан вара «рельс», «шпал», «вагонетка», «насыпь» сăмахсем манăн ăса та, чуна та кĕрсе юлчĕç.

Акă ĕнтĕ 1944 çул та çитрĕ. Тăшмана инçете хăваласа кайнă май, эп вĕренекен училище Çĕрпÿ хулине каялла çаврăнса çитрĕ. Экзамен та тытрăмăр. Манăн ĕмĕт пурнăçланчĕ. Вĕренекенсен те, вĕрентекенсен те вăл вăхăтра йывăрлăха нумай тÿсмелле пулчĕ. Çуллахи вăхăтра колхоз ĕçĕсене çул çитмен ачасем те хутшăнатчĕç: çĕрулми лартнă, тырă акнă, вырнă, йĕтем çине турттарнă. Хĕл варринче те тăпачăпа авăн çапнă. Йышпа тăрăшнă, уйри ĕçе пĕтĕмпех пурнăçланă, юр айне нимĕн те хăварман.

Хĕллесенче каçпа чÿречесене утиялсемпе хуплаттăмăр: çутă курăнсан тăшман самолечĕ бомба пăрахма вĕçсе килме пултарать тесе хăранă. Çапла, ун чухне мĕн чухлĕ хăрушла самантсем чуна хускатман пулĕ! Мĕн чухлĕ ял-хулана аркатрĕ, çынсен пурнăçне татрĕ çав ылханлă вăрçă. Урăх ун пек синкер вăхăт ан пултăрччĕ. Акă, 75 çул тăнăç пурнăçпа пурăнатпăр, малашне те савăнăçлă саманара киленсе пурăнтăр хальхи ăру.

 

Л. ПЛОТНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
21 марта 2020
15:35
Поделиться