Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Уçă сывлăша мĕншĕн варалать-ши.

Темиçе кун каялла Сĕнтĕрвăрринче пурăнакансем хула урамĕсенче йывăр шăршă тăнине туйса илнĕ. Çил ăна «Марпосадкабель» акционерлă обществă енчен илсе килнĕ. Яланхиллех, хулара пурăнакансемпе кунти обществăлла деятельсем хула администрацийĕ мерăсем йышăнасса кĕтнĕ, анчах лав вырăнтан тапранман.

Шăршă завод хыçĕнчи çĕр лаптăкĕнчен сарăлать. Унăн хуçи, районти пĕр пысăк хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçи, чăх каяшĕ (тислĕк) турттарса килме тытăннă. Çынсем пĕлтернĕ тăрăх, кашни çирĕм минутра кунта Шупашкар районĕнчен тиесе килнĕ çĕнĕ «КАМАЗ» тислĕк пушатать.

Тислĕкпе экологи нормисемпе килĕшÿллĕн усă курсан нимĕн те марччĕ, анчах сăмах унпа тирпейсĕр усă курнă пирки пырать. Çакăн çинче тĕплĕнрех чарăнар. Ăна тăкса хăварнă вырăнта темиçе çул хушши курăк ÿсме пăрахать. Ÿсентăран шучĕпе пурăнакан хурт-кăпшанкă вилсе пĕтет. Çурхи шывпа тислĕк хула тата район юханшывĕсенчи, унтан вара Атăлти экосистемăна пăсать.

Палăртнă проблема çын сывлăхĕшĕн те сиенлĕ. Хула чикки çывăхĕнче пурăнакансем пĕлтернĕ тăрăх хваттерсене уçăлтарма май çук. «Кантăк леш енчен усал шăршă тапса кĕрет, кăмăла пăсать, пуçа ыраттарать. Тепĕр япала та пĕлтерĕшлĕ. Уйран аякра мар шыв башни пур. Вăл ĕçленипе çынсен çурчĕсене шыв килет. Хими пĕрлешĕвĕсемпе пуян тислĕк шыв пăрăхĕ-сене лекни сывлăхшăн сиенлĕ»,- терĕ пирĕн пата килнĕ хĕрарăм.

Пĕр асăрхаттару хыççăн фермер хăйĕн усал ĕçне тума чарăннă. Йывăр машинăсем вăхăтлăха çухалнă. Анчах хула урамĕсене шăршă тепĕр хут таврăнни вăл хăйĕн йăнăшĕсене туллин ăнланманнине, усал ĕçе малалла тăснине пĕлтерет. Çав вăхăтрах çĕр лаптăкĕн хуçи «хăнасене» сиввĕн кĕтсе килет, комментарисем пама килĕшмест.

Темĕнле пулсан та ĕç-пуçа капла хăварма юрамасть, халăх сывлăхĕпе çутçанталăк тасалăхĕшĕн кĕрешмелле, айăплисене явап тыттармалла.

И. ДЕРЮЖИН.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
14 марта 2020
10:18
Поделиться