Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Сывлăх сыхлавĕнчи çĕнĕлĕх

Медицина ĕçченĕсене, уйрăмах ял территорийĕнче вăй хуракансене, лайăх условисем туса парассине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Вĕсен ĕç-хĕлне тĕрлĕ çăмăллăхсем кĕртет.

Иртнĕ юнкун республика Правительствин ларăвĕнче «земство» тухтăрĕсемпе фельдшерсен хушма тÿлевне çирĕплетнĕ. Тÿлеве 1,5 хут ÿстерĕç.

Ку вăхăтчен «Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнакансем 1 миллион тенкĕ, «земство» фельдшерĕсем вара - çур миллион тенкĕ илетчĕç. Халĕ вара кĕрсе тухма йывăр территорисенче тата инçетре вырнаçнă ялсенче, ĕç поселокĕсенче е хула йышши поселоксенче ĕçе вырнаçма шутланă врачсем валли хушма тÿлевĕн виçи 1,5 миллион тенкĕ, фельдшерсем валли 0,75 млн. тенкĕ пулать. Ун пек территорисен списокне тума тытăннă.

«Земство тухтăрĕ» программăна пурнăçа кĕртме тытăннăранпа республикăра 471 договор тунă (45-шне – 2019 çулта).

«Земство фельдшерĕ» программа 2018 çулта ĕçлеме пуçланă. Унтанпа 63 фельдшер ĕçе вырнаçнă. Вăл шутра 30-шĕ – фельдшерпа акушер пункчĕн, 33-шĕ – васкавлă медицина пулăшăвĕн фельдшерĕсем.

Хăйсем патне «земство» тухтăрĕсемпе фельдшерĕсене йышăнассипе Канаш, Патăрьел, Шупашкар районĕсем мала тухнă.

Н. СЕМЕНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
14 марта 2020
10:16
Поделиться