Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Православи кĕнекисем чуна пуянлатаççĕ

Юнкун Турханкасси ялĕн библиотеки республика шайĕнче иртекен «Православи кĕнекин кунĕ» акцие хутшăнчĕ.

Библиотекарь мероприятие кĕнеке çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине палăртакан сăвă йĕркипе уçрĕ. «Кĕнекене алран ярсан, хăра эс ăс ватăласран», - палăртса хăварнă поэт хайĕн сăвă сыпăкĕнче. Чăн та! Çак сăмахсенчен тĕрĕсреххи çуккă та пуль тĕнчере.

Вулавăша пухăннисем уяв историйĕпе паллашрĕç. Пирĕн çĕршыври кĕнеке пичетне йĕркелесе яракан Иван Федоровăн типографийĕнчен тухнă пĕрремĕш ĕç те православи темине çĕклекен «Апостол» ятлă кĕнеке пулнă. Çакăн çинчен вара кăсăклансах итлерĕç акцие хутшăнакансем.

Малалла калаçу мораль йĕркисене çĕклекен ыйтусем тавра çаврăнчĕ. Иисус Христос вĕрентĕвне ăнлантарса паракан кĕнекесене вулани çамрăксен ăстăнне аталантарать, кăмăл-сипет ыйтăвĕсем çине тĕрĕс пăхма вĕрентет, иккĕлентерекен ыйтусем çине хуравсем тупма пулăшать.

Мероприяти тĕлне ачасем валли кĕнекесен куравне те йĕркеленĕ. Унта «Ача-пăча Библийĕ», «Ырă хыпар», «Открывая Библию» тата ытти кĕнекесене вырнаçтарнă. Ку темăпа кăсăкланакансем унта тулли тата кирлĕ информаци тупма пултарĕç.

Ачасем асăннă темăпа çырнă кĕнекесене килте вулама илсе кайрĕç. Çапла, ăс-хакăла вĕрентекен кĕнекесем те хăйсен вулаканне тупса халăх хушшинче сарăлаççĕ.

Н. КРАСНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
14 марта 2020
10:19
Поделиться