Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Нарат Чакки хорĕн

95 çулхи юбилейне иртнĕ кĕркунне мар (тĕрлĕ сăлтава пула), ку çула кĕрсен паллă турĕç. Хаваслă лару-тăрăва депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Радим Почемов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Матюшова, Централизациленĕ клуб системин директорĕ Наталия Емельянова, Нарат Чакки чиркĕвĕн настоятелĕ Валерий атте хутшăнчĕç. Пурне те уявпа ăшшăн саламларĕç.

Хорăн 100 çулхи сумлă юбилейне те хаваслă кăмăл-туйăмпа, пуян репертуарпа тивĕçлипе кĕтсе илмелле пултăр. Май килнĕ таран халăха, уйрăмах çамрăксене, ытларах явăçтарасса шанас килет. 95 çул каялла пуçарнă ырă ĕç хăйĕн вырăнне паянхи çамрăксенче туптăр, пуласлăхне çитес ăрусенче куртăр.

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
14 марта 2020
10:17
Поделиться