Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Аллă çултан иртнисене - тÿлевсĕр вĕренÿ

Патшалăх паракан социаллă пулăшăвăн хăшпĕр мелĕсем кăçалтан малалла аталанĕç. Çак çĕнĕлĕх «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» регион проекчĕн йĕркипе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене професси вĕрентĕвĕпе хушма професси пĕлĕвĕ парассине те пырса тивет.

Ку программăна республикăра пурăнакан 50 çултан иртнĕ пур çын та кĕрет. Вĕсенчен кашниех професси пĕлĕвне тÿлевсĕр илме пултараççĕ. 2024 çул вĕçленнĕ тĕле проект 3500 ытла çынна вĕрентме май парать. Ку тĕллевсене пурнăçа кĕртме 189 миллион тенкĕ уйăрма палăртаççĕ.

Пенсие тухас умĕнхи ÿсĕмри çынсене вĕрентессине 2019 çул пуçламăшĕнченех тытăннă. Çак вăхăтра республикăра 20 вĕрентÿ организацийĕпе килĕшÿ тунă. Çавăн пекех вĕрентÿ программисен списокне (80 ытла професси) хатĕрленĕ. Чăваш Енре пурăнакан 50 çултан иртнĕ кирек мĕнле çын та хăй пурăнакан вырăнти ĕçпе тивĕçтерекен службăна пыма пултарать. Специалистсем сире консультацисем парĕç, ăсталăх шайне палăртĕç, сире майлă вĕренÿ программисем сĕнĕç.

Организацисенче ĕçлекенсене те, ĕç шыракансене те вĕрентĕç. Ĕçсĕр çынсене вĕреннĕ вăхăтра стипенди тÿлеççĕ. Вăл Раççей Федерацийĕнче çав çула палăртнă ĕç укçин чи пĕчĕк виçипе танлашĕ. Сăмахран, кăçал вăл - 12 130 тенкĕ. Кунсăр пуçне республика тулашĕнче вĕренекенсене валли çул укçине, пурăнма тара илнĕ çурт-йĕр хакне саплаштарма хушма майсем пулĕç.

Н. НАДЕЖДИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
14 марта 2020
10:17
Поделиться