Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял пурнăçĕ кунран-кун хăтлăрах пулса пырать

ДЕМОГРАФИ ЛАРУ-ТĂРĂВĔ

 Октябрьски ял хутлăхне пурĕ 7 ял кĕрет. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсенче 928 хуçалăх вырнаçнă. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 1676 çын пурăннине палăртмалла. Вăл шутра (хуçалăх кĕнеки тăрăх) Октябрьски ялĕнче – 831 çын, Туппай Ĕсмĕлте – 236, Малти Пукашра – 180, Акшикре - 150, Кивĕ Тукайра – 103, Истереккассинче – 92, Хурăньялта – 84 çын.

Ача çураласси 2015 – 2017 çулсенче ÿссе пынă (8 ачаран 15-е çитнĕ) пулсан, 2018-2019 çулсенче ку кăтарту чакса пырать. Пĕлтĕр хутлăхра 9 ача çуралнă.

Çынсем пурнăçран уйрăлнин кăтартăвĕсем юлашки пилĕк çул хушшинче пĕр евĕрлĕрех. Çулсеренех 24 -30 çын вилет.

 ÇУЛСЕНЕ ЮСАССИ

2019 çулта çулсене йĕркене кĕртессипе хутлăхра пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Тăватă ялта чи проблемăллă çулсене пурĕ 1741 метр тăршшĕ юсанă. Вăл шутра, Акшикре – 525 метр, Хурăньялта – 200 м, Октябрьскинче – 516 м,Туппай Ĕсмĕлте – 500 м. Октябрьскинче çула вĕтĕ чул (щебень), ытти ялсенче вара бетон тĕпренчĕкĕ сарнă. Çак ĕçсене тума пурĕ 1 112 715,99 тенкĕ тăкакланă. Вăл шутра республика хыснинчен - 1 023 698,65 тенкĕ, вырăнти хыснаран - 89017,34 тенкĕ.

С.Н. Мочалов предпринимательпе тÿрремĕн тунă договорсемпе 760 метр тăршшĕ çул юсанă. Октябрьски ялĕнче 110 метр çул тума республика тата вырăнти хыснасенчен пурĕ 88712,22 тенкĕ пĕтернĕ. Туппай Ĕсмĕлте 650 метр çула юсама 253089,00 тенкĕ тăкакланă. Икĕ ялĕнче те щебеньпе усă курнă.

Юлашки вăхăтра халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ программа анлă сарăлчĕ. Ял çыннисем ку программăна хапăл туса йышăнни куçкĕрет. Унпа усă курса, эпир тĕрлĕ ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Сăмахран, çул юсас ыйтăва та ку программăпа ăнăçлах татса патăмăр. Октябрьски ялĕнчи Речная урамри 240 м, В. Волгин урамĕнчи 250 метр тăршшĕ çулсене бетон тĕпренчĕкĕ, Пушкин урамĕнчи 245 метр çула щебень сарнă. Асăннă программăпа Туппай Ĕсмĕлте (Анаткас тата Уйкас урамĕсенче) – 450 метр, Истереккассинче (Центральная урам) – 300 метр, Малти Пукашра (Зеленая ур.) – 600 метр çула бетон тĕпренчĕкĕпе юсанă. Пурĕ 1714201,16 тенкĕ пĕтернĕ.

Çапла вара, пĕлтĕр хутлăхра 4586 метр çула юсаса çĕнетрĕмĕр. Пĕтĕмĕшле ĕç 3 168 718,37 тенке ларчĕ.

Халăх пуçарулăхĕ çинче никĕс-леннĕ программăпа Октябрьскинчи ял çăви тавра карта тытса çавăртăмăр, хапхипе калиткине те туса хăвартăмăр. Унта республикăпа хамăр хыснаран 219087,87 тенкĕ ятăмăр. Ĕçе А.С.Лепаева предприниматель тăрăшса пурнăçларĕ.

 ПУРĂНМАЛЛИ ÇУРТ-ЙĔР УСЛОВИЙĔСЕНЕ ЛАЙĂХЛАТАССИ

Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 3 çемьене учета тăратнă. Çав ырлăха Алена Макарова (Туппай Ĕсмĕл), Ольга Нонкина (Октябрьски), Екатерина Мочалова (Малти Пукаш) çемйисем кĕтеççĕ.

«Раççей Федерацийĕн гражданĕсене пуриншĕн те майлă тата хăтлă çурт-йĕрпе тата коммуналлă услугăсемпе тивĕçтересси» патшалăх программине 2 çемьене кĕртнĕ: Екатерина Мочалова (Малти Пукаш) тата Алена Макарова (Туппай Ĕсмĕл).

«2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ял территорийĕсене çирĕп аталантарасси» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн Истереккасси ялĕнче пурăнакан Светлана Фомина çурт-йĕр тума (туянма) 1 079 211,17 тенкĕ социаллă пулăшу (тÿлев) илнĕ.

Асăннă программăн ведомствăри тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн, социаллă пулăшăва Октябрьскинчи Николай Тимофеев тата Акшик ялĕнчи Алексей Кузнецов та илнĕ.

 ХАЛĂХА ШЫВПА ТИВĔÇТЕРЕССИ

Октябрьски ял хутлăхĕнче сакăр шыв башни тата скважина, шыв пăрăхĕсен линийĕ 23 километр тăршшĕ. 800 яхăн хуçалăхра шыва пÿрте кĕртнĕ. Ыттисем уйрăм скважинăсемпе, колонкăсемпе тата кулатасемпе усă кураççĕ.

2019 çулта шыв пăрăхĕсен трассине, колонкăсене юсанă, Октябрьскинчи Аниев тата Кушников урамĕсенчи шыв башнисенчи шыв уçламалли 2 насуса улăштарнă. Унсăр пуçне Октябрьскинчи Пушкин урамĕнчи, Туппай Ĕсмĕлти тата Хурăнъялти щитсене (щитовые) юсассипе ĕçсем туса ирттернĕ. Çак халăха кирлĕ ĕçсене тума 65,0 пин тенкĕ тăкакланă.

Иртнĕ çул Шупашкарти «Премиум 21» тулли мар яваплă общество Акшик ялĕнче шывпа тивĕçтерекен икĕ насуслă станци тăвас ĕçре тăрăшса вăй хучĕ. Шыв пăрăхĕсен линийĕсен тăршшĕ 3,123 километр. Пурĕ 14 колонка вырнаçтарнă. Пĕтĕмĕшле ĕçĕн хакĕ - 7 919 010,40 (çичĕ миллион та тăхăрçĕр вунтăхăр пин те вунă тенкĕ те 40 пус). Вăл шутра 24928,68 тенкĕ те 68 пусне Октябрьски ял хутлăхĕ уйăрнă. Республика хыснинчи субсиди шутĕнчен 473644,90 тенкĕ те 90 пус кайнă. Раççей Федерацийĕн федераллă хыснин субсидийĕ шутĕнчен 7420436,82 тенкĕ те 82 пус тивĕçтернĕ.

 ПУР ÇĔРТЕ ТЕ ХĂТЛĂХПА ИЛЕМ ХУÇАЛАНТĂР

Çапла шутлаççĕ пирĕн хутлăхра пурăнакансем. Çавăнпа та кирек мĕнле ĕç пуçарсан та вĕсем пĕр сăмахсăрах тухаççĕ, хастар ĕçлеççĕ. Сăмахран, çулсеренех ял çăвин территорине тасатса, ÿкнĕ йывăçсене татса-пуçтарса тăраççĕ. Ку ырă йăла пулса тăчĕ темелле.

Енĕш шывĕ урлă çакăнса тăракан кĕпере те, вырăн-вырăнпа çĕрĕшме пуçланăскере, хастар çынсем пулăшнипе кĕске вăхăтрах юсаса çĕнетрĕмĕр. Çакă шкула ку çулпа çÿрекен ачасене тата Октябрьскинче пурăнакансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтăва татса пама пулăшать.

Çынсен ырă ĕçне палăртмалли тепĕр тĕслĕх вăл – Октябрьскинчи Кушников урамĕнчи историллĕ палăк территорине юсаса çĕнетни. Пирĕн тăрăхра Раççей императорĕ 1-мĕш Павел тата вырăс поэчĕ А. Пушкин пулса курнине асăнса 1998 çулта лартнă палăк вăл. Юсав ĕçĕсене Андрей Ананьевпа Орест Вотяков активлă хутшăнчĕç. Октябрьски ял хутлăхĕн администрацийĕ вĕсене ĕçре пулăшнăшăн чунтан тав тăвать.

2019 çулхи раштав уйăхĕнче Октябрьски ялĕнче шыва кĕмелли сăваплă вырăн (купель) туса лартрăмăр. Унта 55,00 пин тенкĕ кайрĕ.

 

В. КУРАКОВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
29 февраля 2020
14:46
Поделиться