Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Мухтава тивĕç çынсем пирĕнпе юнашарах

Юнкун редакцине пĕр пĕчĕк чипер хĕрарăм килчĕ. «Эсĕ мана паллатăн пуль.», -тесе, кăмăллăн куçран пăхрĕ Хуракассинчен килнĕ Зоя ПЛОТНИКОВА. Нарат Чаккинчи чиркÿре курнине аса илсе, килĕшсе пуçа сĕлтрĕм, ларма сĕнтĕм.

Туйине пукан айккине вырнаçтарнă май сĕтел çине сăнÿкерчĕксем кăларса хучĕ вăл. Пĕрин çинче паллă ентешĕмĕрпе А.Г.Николаевпа юнашар чăваш тумĕ тăхăннă илемлĕ хĕрарăм алшăллипе çăкăр тытса тăнине тимлесе сăнарăм, килнĕ хăна çавă ĕнтĕ тесе шутларăм.

«Каласа парам-ха сана, халь ĕнтĕ юрать, вăхăт самай иртнĕ.1978 çулта пирĕн пата А. Николаев космонавт килмеллеччĕ, мана ăна ыттисемпе пĕрле çăкăр-тăварпа кĕтсе илме шанчĕç. Тĕлпулу вăхăчĕ нумаях та юлманччĕ, ун чухне влаçра пулнă çын кĕтмен çĕртен ман алăри çăкăра тытса илчĕ те хăй паттăра хирĕç утрĕ. Пуçтарăннисем пăлханса кайрĕç, анчах эпĕ нимĕн те систермерĕм, кÿренмерĕм те. Тĕлпулу иртсе кайнă хыççăн мана пĕрех Андриянпа юнашар тăратса сăнÿкерчĕкре пичетлесе хăварчĕç.

Питĕ хастар та вăр-вар пулнă çав эпĕ ун чухне. Фермăра ĕнесем пăхнă çĕрте те, бригадăра рабочи пулса та вăй хунă. Анчах сыснасем пăхас тĕллев ман пуçран тухмасчĕ. Пĕррехинче кĕркунне тĕп ветврач Геннадий Чумаков чĕнсе илчĕ: «Атя-ха, - тет, - сана валли кĕтмен парне».Ферма картишĕнче сыснасем чупса çÿренине курсан хĕпĕртенипе пĕрне ыталаса илтĕм. Улатăртан ама сыснасем 100 пуç илсе килчĕç ун чух. Вăхăт иртнĕ çемĕн Хĕрлĕ Чутайран тата 60 сысна кайса илчĕç. Пĕр çĕрте 34 пÿлĕмлĕ, юнашарах 30 пÿлĕм вырнаçнă витесем туса лартрĕç ферма территорийĕнче. Çапла хута кайрĕ сысна ферми. Сысна çурисене таврашĕпех сутнă.

Фермăра мана культорганизатор пулма суйларĕç, пĕрле ĕçлекенсене Шупашкара спектакль курма илсе каяттăм. Туслă йышпа пит савăнăçлă кайса килеттĕмĕр»,- хавхаланса каласа пачĕ Зоя Плотникова.

Паянхи куна килĕнче пĕчченех пурăнать хĕрарăм. Хурт-хăмăр тытать иккен. Ачисем, мăнукĕсем килнĕ çĕре унăн сĕтелĕ çинче яланах чашăкпа пыл ларать. 85 çула çывхарса пыракан хĕрарăмăн чунĕнче хĕлхем пĕтменха, хĕрÿ калаçать, усăллă сĕнÿсем парать. Хуракассинче пурăнакансен мухтанмалăх пур ун пек хĕрарăмпа!

О.ЕФРЕМОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
29 февраля 2020
14:47
Поделиться