Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Яштак ачисем салтаклăх…

Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ çитрĕ. Тăван çĕршывăн чăн патриочĕсемпе мăнаçланмалли уяв. Вĕсен пĕлтерĕшĕ нихăçан та чакман. Мĕн авалтан арçын ачасен салтак ячĕ тухсан хăйсен сăваплă тивĕçне пурнăçламалла пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ халăх сăмахлăхĕнче çакăн пек калани те пур, «Яштак юман кашталăх, яштак ачасем салтаклăх». Çаплах, эпир астăвасса та ывăл çуралсан пепкене салтака юрăхлă, патшалăха юрăхлă пултăр тесе пилленĕ.

Шуршăл ял хутлăхне кĕрекен Анаткас ялĕнче çуралса ÿснĕ Георгий Иванович ФЕДОРОВ та – вĕсен йышĕнченех. Амăшĕ тахçан каласа панă тăрăх, Георгий пĕчĕклех техника енне туртăннă, юнашарти Геннадий пиччĕшĕ урам тăрăх тракторпа иртсе çÿренине хĕллехи вăхăтра чÿрече умĕнчен хăпмасăр, тĕмсĕлсе сăнанă.

8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл Сĕнтĕрвăрринчи профессипе техника училищине çул тытнă, шофер-тракторист специальноçне алла илнĕ. Çакă вара уншăн çарта та (Уссурийск хулинче) вырăнлă пулнă. Чăваш салтакĕ юсав ĕçĕсене те лайăх чухлани ăна командирсем умĕнче те çĕкленĕ.

Г. Федоров çартан таврăнсанах А. Николаев космонавт ячĕллĕ тăван колхозра ĕçлеме тытăннă. Малта пыракан çамрăк водителе часах çĕнĕ самосвал çине лартнă. Георгий Иванович каярах колхоз автобусĕпе те нумай çÿренĕ, таçта та çитнĕ.

Ялти çамрăксен пурнăçĕ хăй йĕркипе килĕшÿллĕн аталанса пынă. Георгий Федоров вырăнти хĕрех, Шуршăлти «Хĕвел» ача садĕнче воспитательте ĕçлекен Люция Петровна Степановăна качча илнĕ. Мăшăр икĕ ывăл (Александрпа Алексей) çуратса ÿстернĕ. Арçын ачасене, ашшĕ пекех, техника илĕртнĕ. Асли, Александр Георгиевич ФЕДОРОВ, салтак ячĕ тухсан Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă, малтанах Хусанта вĕренÿ курсĕнче пулнă. Ун хыççăн вара ушкăна Грознăй хулине илсе кайнă.

«Амăш чунĕ лăпкă мар, кайсан ывăлĕ вăрçа»,- тесе çырнăччĕ салтак амăшĕ канăçлăхне çухатнă çав тапхăр çинчен хăйĕн сăввинче. Каччăсем çартан ырă-сывах таврăннă, часах авланнă. Икĕ çемьере пĕрер ывăл, пулас салтаксем эппин, çуралнă.

Çаплах, икĕ çул каярах Федоровсен мăнукĕ те, Павел Александрович ФЕДОРОВ, хăйĕн çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласа тăван тăрăхах таврăннă. Ĕнерхи салтак вăхăта канса нумай ирттермен, аслашшĕпе ашшĕн ĕçне малалла тăсса, трактор çине ларнă. Хальхи вăхăтра П. Федоров Çĕнĕ Тутаркасси хуçалăхĕнче вăй хурать, çуркунне тата кĕркунне çураки, вырма ĕçĕсене хутшăнать, хĕллехи вăхăтра фермăри тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлать. Çав хушăрах хастар каччă куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче вĕренет.

Паянхи пĕве çитсе пыракан Владимир Алексеевич ФЕДОРОВ студент та - ик куç тулли. Федоровсен виçĕ ăрури салтак çемйисене тата Тăван çĕршыва хÿтĕлеме ялан хатĕр мĕнпур яшсене, салтак амăшĕсене уяв ячĕпе саламласа ырлăх -сывлăх, телей, юрату тата мирлĕ тÿпе сунас килет.

В. ИВАНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
22 февраля 2020
14:06
Поделиться