Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял халăхĕ кăмăллакан сутуçă

Хăйсен ĕçне пĕлсе те юратса тăвакан сутуçăсем Октябрьски райпо системинче самаях. «Хăнăхнă та ку ĕçе, урăххине чун туртмасть», - тенине вĕсенчен чылай чухне илтме пулать. Нумаях пулмасть Истереккасси ялĕн лавккинче вăй хуракан А. СЕРГЕЕВА та çак сăмахсенех каларĕ.

«Ялĕ пысăках мар, пысăк тупăш тума май çукрах, анчах çыннисем çав тери кăмăллă та ĕçчен. Хатĕрлев енĕпе мала тухнă кăтартусемшĕн вĕсем тава тивĕçлĕ», - кăмăллăн пĕлтерчĕ Алина Петровна.

1991 çулта Шупашкарти суту-илÿ училищине вĕренсе пĕтернĕ вăл. Качча тухиччен, хăй çуралнă Карапаш ялĕнче ĕçленĕ. 1992 çултанпа вара Октябрьски райповĕн Истереккасси лавкинче ял çыннисене таварпа тивĕçтерет. Сăнĕпе те, чунĕпе те паянхи кун та хĕр чухнехи пекех илемлĕ хĕрарăм – тăватă ача амăшĕ тата икĕ мăнукĕн кукамăшĕ. Ялти ватăсемпе те, çамрăксемпе те çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупать Алина.

Ĕçне кура - чапĕ. Районти, республикăри тĕрлĕ шайри Тав хучĕсене тивĕç пулнă сутуçă хăйĕн ĕçĕшĕн. Иртнĕ эрнекун уполномоченнăйсен пухăвĕнче те хисеп сăмахĕсене тивĕçрĕ А. Сергеева. Чăвашпотребсоюз представителĕпе, И. Яшмолкинăпа райпо Совечĕн председателĕ Р. Почемов ăна «Магазин-лидер по заготовкам» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн Хисеп хучĕ пачĕç.

Сутуçă ĕçри çитĕнÿсемшĕн ертÿçĕне ырă сăмахсемпе тав тăвать. «Радим Вячеславович халăх нушисене пĕлсе, ăна мĕн кирлине шута илсе ĕçлет», - тесе палăртать А. Сергеева.

О. ЕФРЕМОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
22 февраля 2020
14:04
Поделиться