Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Палăртнă ĕçсем – халăх пурнăçне хăтлăрах тăвассишĕн

Карапаш тăрăхне Карапаш, Вăрман Пилемĕч, Уй Пилемĕч тата Кĕчкей ялĕсем пĕрлештереççĕ. Вĕсенче пурĕ 566 кил. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне пирĕн тăрăхра 956 çын шутланса тăнă.

ДЕМОГРАФИ

 Иртнĕ çулта тăрăхра  6 çамрăк мăшăрланнă, 2 ача çуралнă. Çакăнпа пĕрлех 16 çын пурнăçран уйрăлнă.

 БЮДЖЕТ ÇИНЧЕН

 2019 çулта хутлăхри бюджета 4 472 075,52 тенкĕ тупăш кĕнĕ, ку планланă кăтартăвăн 104,79 проценчĕпе танлашнă (4 267 731,00), вăл шутран хамăрăн тупăш 937 196,81 тенкĕ е 104,89 процент. Тăкакланă укçа сумми 4 220 918,18 тенкĕ шутланать, вăл планланă кăтартăвăн 98,44 проценчĕ. Ял хутлăхĕн бюджет тăкакĕсем наци экономикипе, çул-йĕр тăвассипе тата коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă проект-сене хутшăнассипе уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ.

 ХАЛĂХ ПУÇАРУЛĂХĔПЕ НИКĔСЛЕННĔ ПРОЕКТСЕМ

Ытти хутлăхсем евĕрлех, Карапаш тăрăхĕнче те ку енĕпе ĕçсем ăнăçлă иртрĕç. Виçĕ программăна кĕрсе, пурĕ 1 267 414,50 тенкĕ тăкакланă, çав шутра республика шайĕнчен 760 448,70 тенкĕ тата вырăнти бюджетран 253 482,90 тенкĕ, халăхпа пĕрле пухнă укçа сумми те çавăнпах танлашать. Хутшăннă проектсенчен иккĕшĕ çул-йĕр юсассипе çыхăннă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн, Вăрман Пилемĕч ялĕнчи Лесная урамри çула тата Лесная урамран Полевая урама каçмалли çула юсанă. Çавăн пекех асăннă программăпа хытă каяшсене вырнаçтарма тăватă ялĕнче те вырăнсем хатĕрлесе çитернĕ. Палăртса хăвармалла, хытă каяшсене пухмалли контейнерсем «Экологи» нацпроектпа палăртнă тăрăх ял тăрăхне çителĕклĕ илсе килнĕ, вĕсене хатĕрленĕ вырăнсене вырнаçтарнă.

 ÇУЛ-ЙĔР ТАТА ÇУРТ-ЙĔР ЫЙТĂВНЕ ПУРНĂÇЛАНИ

Ял тăрăхĕнчи обществăлла инфраструктурăна аталантарас енĕпе хутлăхри ялсенчи çул-йĕрсене юсанине палăртса хăвармалла. Карапаш ялĕнчи Приволжская урамра 321 736,69 тенкĕлĕх юсав ĕçĕсене «Завод строительных материалов «Скала» уçă акционер обществи пурнăçланă.Çул тăршшĕ – 370 метр.Çак ялтах Новая урамри çула та 30 метр тăршшĕ юсанă, ку ĕçе А.Николаева уйрăм предприниматель пурнăçланă. Кĕчкейри Лесная урамри 265 метр тăршшĕ çула та вăлах юсама пултарнă,тăкакĕ 253 473,00 тенкĕпе танлашнă.

ЙЫШПА ТĂРĂШСАН ĔÇ ĂНАТЬ

Пирĕн тăрăхра халăх суйланă 4 староста ĕçлет. Вĕсем халăха тăрăхри тирпей-илем кĕртес ĕçе явăçтараççĕ, ялсем тата урамсем хушшинчи кĕперсене юсаса типтерлес ĕçе курăмлă туса пыраççĕ. Иртнĕ çулта Вăрман Пилемĕч ялĕнче пурăнакансем икĕ урама пĕрлештерекен кĕпере юсаса çĕнетрĕç, çырмари çăла тасатса йĕри-таврари лапама типтерлерĕç. Карапаш ялĕн старости тăрăшнипе ял тăрăхĕнчи çырмасем самай илемленчĕç, Р. Самойлова пуçарулăхĕ халăха хавхалантарать. Урамсене çыхăнтаракан кĕперсене юсассипе те вăл тăрăшнипе ĕçсем нумай пурнăçланчĕç. Уй Пилемĕчпе Кĕчкей ялĕнче пурăнакансем те хăйсем пурăнакан вырăнсене типтерлесе-тасатса тăраççĕ, тăван тăрăхра пурăнма киленÿллĕ пултăр теççĕ.

ПУШАР ХĂРУШСĂРЛĂХĔ

Хăрушсăрлăха пăхăнса тăрасси - çав тери кирлĕ те яваплă ĕç. Çакна шута хурса, хутлăхра пушар машини тытса тăрас тĕллев лартрăмăр. Машинăна лартма унччен совхоз деповĕ пулнă çурта ял халăхĕпе пĕрле тасатса типтерлерĕмĕр,ун йĕри-таврари лаптăкне те хыт-хураран, тĕрлĕ çÿп-çапран тасатрăмăр. Паянхи куна пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерсе тăма пĕр трактор (хуçи П. Артемьев) тата машина пур. Çак техникăсене юсавлă тытса тăрасси - пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри.

 ПАЛĂКСЕНЕ ТАТА ÇĂВАСЕНЕ ТЫТСА ТĂРАССИ

Карапаш тăрăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă 4 палăк. Вĕсем хутлăхăн кашни ялĕнчех пур. Кăçал Çĕнтерĕвĕн 75 çулне паллă тунă май, вĕсене юсаса типтерлес ĕçсене ытларах тимлĕх уйăрнă. Çавăн пекех 3 çăвана та йĕркере тата типтерлĕхре тытма тăрăшатпăр, кашни çулах йышпа пухăнса тирпейлесе тăратпăр. Ку сăваплă ĕçе халăх активлă хутшăнать.

ПРОФИЛАКТИКА КАНАШĔН ĔÇĔ

Пĕтĕмпе 2019 çул хушшинче профилактика канашĕн 13 ларăвĕ иртнĕ, унта 23 ыйту пăхса тухнă. Çемьери воспитани ыйтăвĕсем, йăлари инкексене асăрхаттарасси калаçăвăн тĕп темисем. Паянхи кун учетра 2 çемье тăрать. Вĕсем патне килне çÿресе лару-тăрăва тимлесех тăраççĕ администраци специалисчĕсем.

ЯЛ ХАЛĂХНЕ ÇУТĂПА ТИВĔÇТЕРЕССИ

Хутлăхри ялсене электричество çутипе тивĕçтерессине çулталăк хушшипех уйрăм тимлĕх уйăртăмăр. Укçа-тенке перекетлес тĕллевпе çутăна вăхăтра çутас-сÿнтерес енĕпе яваплисене лартрăмăр, вăл е ку сăлтавсене кĕске хушăра татса пама май пултăр.

 КАНĂВА ЙĔРКЕЛЕССИ

Халăха тĕрлĕ мероприятисене явăçтарма, вĕсен канăвне савăнăçлă та усăллă ирттерме тăрăхра икĕ вулавăш тата икĕ культура учрежденийĕ пур. Унта вăй хуракансем хутлăхри пенсионерсен Совечĕпе, вырăнти тата район Пухăвĕн депутачĕсемпе, старостăсемпе пĕр чĕлхе тупса халăхăн канăвне йĕркелесе пыраççĕ.

 ПĔТĔМЛЕТНИ

Ыйтусем, хумхантаракан тĕллевсем яланах пулнă, малашне те пулĕç. Кăçалхи çул хушшинче Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне, суйлав кампанине, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне тивĕçлĕ шайра ирттересси – пĕрлехи ĕç пулмалла тесе шутлатăп. Çавăн пекех тепĕр виçĕ объект тĕлĕшпе проект документацийĕсене хатĕрлесе çитернĕ, конкурс витĕр кăларнă. Ку программăпа Вăрман Пилемĕч ялĕнчи çулсене пĕтĕмĕшле юсаса пĕтерĕпĕр тата Кĕчкей ялĕнчи Новая, Школьная урамсенче юсав ĕçĕсем ирттерĕпĕр.

Н. АЛАЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
22 февраля 2020
14:05
Поделиться