Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ура çинче çирĕп тăрать

Кăçалхи çул сумлă юбилейсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри – Чăваш Енри потребительсен кооперацийĕ 100 çул тултарни.Раççей кооперацийĕн чи çирĕп йăла-йĕркисене тытса пырса, обществăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пайне пурнăçласа ĕçлет паянхи кун коопераци пĕрлешĕвĕ.

Октябрьски райповĕ ку системăра ял халăхĕн ыйтăвĕсене тĕпе хурса ырми-канми тăрăшать. Паянхи кун районта конкурентсем нумаййине пăхмасăрах малалла аталанма вăй тупать потребительсен обществи.

Пĕлтĕрхи ÿсĕмсене палăртса хăварма, ку çул валли лартнă тĕллевсемпе паллашма пухăнчĕç ĕнер Октябрьски райповĕн уполномоченнăйĕсем. Правлени ертÿçи Радим Почемов предприятин кăтартăвĕсене уçса пачĕ. Уйрăмах тавар пахалăхне тĕп вырăна хумалли çинче чарăнчĕ вăл. «Пахалăхлă, ытти суту-илÿ предприятийĕсенчен уйрăлса тăракан тавар сутсан кăна туянакансене хамăр енне çавăрма пулать. Пурнăç аталанса пынă май ĕç мелĕсене те çĕнетме тивет. Цифра технологийĕ пурнăçа çирĕппĕн кĕнине шута илсе, магазинсенче унпа туллин усă курма тăрăшатпăр», - палăртать Радим Вячеславович.

Ял тăрăхĕсенчен килнĕ уполномоченнăйсем технологи вăй илсе пынине ырласа каларĕç, анчах çынлăхпа ăнланулăха манса каймалла маррине палăртрĕç. «Ăшă сăмах тавар илме пыракансем валли чи кирли. Ялсенчи ватă çынсемпе пĕр чĕлхе тупни темле технологирен те пахарах»,- пĕлтерчĕç вĕсем. Çавăн пекех ял çыннинчен сĕт, аш-какай, эмел курăкĕ пуçтарнине ырласа асăнчĕç. Çакă çемье бюджетне самаях пуянлатма май панине те палăртрĕç.

Тĕлпулăва çитнĕ Чăвашпотребсоюз представителĕ райпо ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май тытăмра вăй хуракансене Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, райпо ура çинче çирĕп тăнине, малалла та ĕç тухăçлăхне ÿстерсе пымаллине палăртрĕ.Çавăн пекех Чăвашпотребсоюз Председателĕн çумĕ И.Яшмолкина магазинсем хатĕрлев ĕçне хастар хутшăннăшăн çĕнтерÿçĕсене палăртса хăварчĕ. Вĕсем Истереккассинчи (заведующийĕ А.Сергеева) тата Кĕчкейри (И.Алаева) магазинсем пулчĕç. Уйрăм пуçтаракансенчен Октябрьскинче пурăнакан С.Худойназаров палăрчĕ. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

 

О. ЕФРЕМОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 февраля 2020
16:57
Поделиться